Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Раҫҫей пенсионерĕсен пĕрлешĕвĕ» Чăваш Енри уйрăмĕн обществăлла организацийĕн председателĕпе Леонид Шиминпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ
10.10.2017Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Раҫҫей пенсионерĕсен пĕрлешĕвĕ» Чăваш Енри уйрăмĕн обществăлла организацийĕн председателĕпе Леонид Шиминпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Михаил Игнатьев провел рабочую встречу с председателем регионального отделения общероссийской общественной организации «Союз пенсионеров России» по Чувашской Республике Леонидом Шиминым

 Юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Раҫҫей пенсионерĕсен пĕрлешĕвĕ» Чăваш Енри уйрăмĕн обществăлла организацийĕн председателĕпе Леонид Шиминпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Аса илтерсе хăваратпăр, кăҫал ҫу уйăхĕнче Чăваш Республикин уйрăмĕн Правленийĕн ларăвĕнче организацийĕн ҫĕнĕ ертӳҫине ҫирĕплетсе йышăнса хăварнă пулнă. Малтан ĕҫленĕ  Валерий Сапожников СПР Чăваш Енри уйрăмĕн ертӳҫи пулса 10 ҫул хушши тăрăшнă, халĕ вăл тивĕҫлĕ канура, нумаях пулмасть 75 ҫул тултарнă.

Паянхи тĕлпулура Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫак палăртнă организаципе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме яланах хатĕррине, пуҫаруллă шухăшсене пурнăҫа кĕртсе пыма витĕм кӳрессине палăртнă.  «Сирĕн организаци йĕркелесе ирттерекен мероприятисене тата актуаллă ыйтусене татса парассипе пĕрле килĕшсе ĕҫлеме тăрăшăпăр», - тенĕ вăл.  

Леонид Шимин «Раҫҫей пенсионерĕсен пĕрлешĕвĕ» Чăваш Енри уйрăмĕн ĕҫĕ-хĕлĕпе паллаштарнă.  Ватăсене валли тăтăшах культура мероприятийĕсем йĕркелесе панине, спорта  явăҫтарнине, ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс-тĕкел ҫитĕнтерме кирлĕ пек воспитани парас ĕҫе те хастар хутшăннине пĕлтернĕ вăл хăйĕн сăмахне малалла тăснă май.  «Эпир ватăсем нумай ҫул пурăнччĕр тесе, вĕсене активлă пурнăҫпа савăнма хистетпĕр.  Пенси ҫулне ҫитсен те общество пурнăҫне хутшăнни питĕ усăллă, тепĕр тесен, пурнăҫ ҫулĕ вăрăмланать, кăсăклă пулăмсемпе пуянланать», - тенĕ сăмаха тăсса.

Регионта спорт мероприятийĕсене йĕркелеме мĕнпур условисем ҫителĕклĕ.  Кирек миҫери ватă та спорт объекчĕсене тухма пултарать.  Регионти организаци кашни ҫулах пенсионерсем валли ятарлă спорт ăмăртăвĕсене йĕркелет.  «Республикăра ирттерекен Спартакиада йăлана кĕчĕ. Кăҫал Ҫĕнĕ Шупашкарта  асăннă мероприяти улттăмĕш хут иртнĕ.  Ҫĕнтерӳҫĕсем Пенза хулинче хăйсен вăйне виҫнĕ. Чăваш Республикин команди кăҫал ҫăмăл атлетикăпа пĕрремĕш вырăна тухнă. РФ 70 командинчен Чăваш Ен ушкăнĕ 12-мĕш вырăна тухнă», - ырă хыпара савăнса каланă Леонид Шимин.

«Питĕ лайăх, ветерансем хастар пулни. Эсир тĕрлĕ службăра ертӳҫĕ пулса ĕҫленĕ.  Паха ĕҫ опычĕ пуриншĕн те тĕслĕх», - тенĕ Михаил Игнатьев. Сăмаха май, Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн ларăвĕнче Чăваш Республикин республика бюджечĕ пирки калакан саккун проектне депутатсем пăхса тухассине пĕлтернĕ, ҫитес виҫĕ ҫулта социаллă ыйтусене татса пама бюджетра сахал мар 12 млрд пăхса хăварнине асăннă.

Фоторепортаж

  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика