Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Пĕтĕм тĕнчери космос эрнинче уҫнă Артикăри ҫĕнĕ утрава Андриян Николаев ятне пама сĕнӳ тăратнă
10.10.2019Пĕтĕм тĕнчери космос эрнинче уҫнă Артикăри ҫĕнĕ утрава Андриян Николаев ятне пама сĕнӳ тăратнă

Новый остров в Арктике, открытый в ходе Всемирной недели космоса, предложено назвать в честь Андрияна НиколаеваЮпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм халăхсен хушшинчи космос ĕҫ-хĕлĕсен ассоциацийĕн президенчĕпе, социологи наукисен докторĕпе Виктор Кривопусковпа   тата медика-биологи ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен РАН Институчĕн аслă наука ĕҫченĕпе, биологи наукисен кандидачĕпе, Пĕтĕм халăхсен хушшинчи астронавтиксен член-корреспонденчĕпе Елена Лучицкийпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  

Тĕлпулăва ҫакăн пекех Чăваш Республикинчи садоводсен Пĕрлешĕвĕн председателĕ, «Научно-исследовательский испытательный Центр подготовки космонавтов имени Ю.А. Гагарина» ФГУП пуҫлăхĕн пĕрремĕш ҫумĕ Юрий Соколов, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫин ҫумĕ  Валерий Филимонов хутшăннă.

Пĕтĕм тĕнчери космос эрнин  мероприятийĕсен кăтартăвĕсем пирки тĕплĕн канашланă пухăннă хăнасем, кăсăклă ĕҫсене хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнине пĕлтернĕ. Аса илтеретпĕр, планпа килĕшӳллĕн регионта палăртнă мероприятисене юпа уйăхĕн 5-9-мĕш кунĕсенче йĕркелесе ирттернĕ.  Ҫамрăк тĕпчевҫĕсен тавра курăмлăхĕ пысăк пулнине курса ĕненнĕ хăнасем. Шуршăл салинчи  Совет Союзĕн икĕ хут Геройне А.Г.Николаева халалланă Мемориаллă комплекса ҫитсе килнĕ,  Шупашкар районĕнче музей-садра хăйсен ячĕпе ыттисене сума сунса йывăҫ-тĕмсем лартас ĕҫе те хутшăннине хыпарланă сăмах май. Пĕтĕмĕшле калас пулсан, мĕнпур мероприятисем ҫав тери кăсăклă та усăллă пулчĕҫ тенĕ вĕсем сăмаха ҫавăрса.

Виктор Кривопусков ҫамрăксем ҫĕнĕлĕхсем пирки те пĕлчĕҫ тенĕ. Михаил Игнатьев малашне те пуҫаруллă ĕҫсене  пурнăҫлама витĕм кӳме хатĕр тесе каланă.  

Виктор Кривопусков чăваш шкулĕсенче ăс пухакансене И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ĕҫлекен ăсчахсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме, регион шайĕнче пĕрремĕш шкул спутникне йĕркелесе яма сĕнӳ тăратнă.

Асăннă шухăшпа Чăваш Ен Пуҫлăхĕ килĕшнĕ, республикăра кадр потенциалне хатĕрлеме витĕм кӳрĕ тенĕ. Космос эрнине ирттерме пулăшнă йĕркелӳҫĕсене мухтанă, ҫитĕнекен ăрушăн ҫĕнĕлĕхсем ҫав тери пĕлтерĕшлĕ тесе хакланă.   Икĕ ен ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарассине, авăн уйăхĕнче торжествăлла майпа уҫнă Шупашкар районĕнчи Криккакасси ялĕнчи «Космоса парăнтаракансем» музей-сада ҫĕнетсех пырассине те сӳтсе явнă.     

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика