Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ени ҫынсен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăйпа Надежда Прокопьевăпа ĕҫлĕ  тĕлпулу ирттернĕ
06.10.2017Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ени ҫынсен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăйпа Надежда Прокопьевăпа ĕҫлĕ  тĕлпулу ирттернĕ

 Михаил Игнатьев встретился с Уполномоченным по правам человека в Чувашской Республике

  Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ени ҫынсен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăйпа Надежда Прокопьевăпа ĕҫлĕ  тĕлпулу ирттернĕ.  Аса илтеретпĕр, ăна ҫак должноҫе вунă кун каялла Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн  ларăвĕнче суйласа ҫирĕплетсе хăварнă пулнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫĕнĕ ертӳҫĕне малашне те тухăҫлă ĕҫлесе пыма чĕнсе каланă, тĕллевсене палăртнă.

Сăмаха май, Михаил Игнатьев Надежда Прокопьевăн паха ĕҫ опычĕ пысăк пулнине асăннă.  Юридици пайĕнче пĕтĕмпех ĕҫ-пуҫа кирлĕ пек шайра йĕркелесе пыма пĕлнине палăртнă.

Республика Пуҫлăхĕ ҫак институт халăх ырлăхĕшĕн ĕҫленине, пысăк витĕм кӳнине каланă. «Ҫынсене кăсăклантаракан ыйтусем ҫине тивĕҫлĕ хурав пама пĕлмелле. Вĕсене хумхантаракан ыйтусем айăккинче тăрса юлмалла мар», - тенĕ Михаил Игнатьев сăмаха малалла тăснă май.  Влаҫ органĕсенче тăрăшакансемпе обществăлла организацисем тачă ҫыхăнса тăни те ыйтусене татса парас ĕҫе пысăк витĕм кӳнине палăртнă вăл сăмаха малалла тăсса.

Надежда Прокопьева хăйне шанса панă ĕҫе яваплăха туйса, халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа саккуна пăхăнса ĕҫлеме шантарнă.

  

 

Фоторепортаж

  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика