Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Енре Коронавирус сарăлассипе кĕрешес енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвне ирттернĕ
16.10.2020Чăваш Енре Коронавирус сарăлассипе кĕрешес енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвне ирттернĕ

В Чувашии растет число заболевших COVID – 19Чăваш Енре Коронавирус сарăлассипе кĕрешес енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Ăна яланхиллех Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев йĕркелесе ертсе пынă.

Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене пăхса тухма пуҫличчен, чи малтан регион Ертӳҫи усал чир республикăра халăха канăҫ паманнине палăртнă.  Йывăрлăха ҫынсем хăйсем кăларса тăратни, профилактика мерисене ҫирĕп пăхăнманни пурсăмăра та пăшăрхантарать тенĕ вăл.  

«Эрне хушшинче лару-тăру ылмашăнчĕ. Чирлисен йышĕ ӳссе пырать.  Апла пулсан, халăхăн хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмалла. Вĕсене пăхăнмасан, усал чир-чĕр тата та ытларах сарăлма пултарĕ республикăра.  Дистанци пирки те манма юрамасть. Пӳлĕмсене, обществăлла вырăнсене тăтăшах дезинфекци тумалла.  Специалистсен паха сĕнĕвĕсене пурин те асрах тытмалла. Пĕр сăмахпа каласан, йĕрке тени малти вырăна тухса тăмалла», - тесе каланă ларăва уҫнă май республика Пуҫлăхĕ.  Халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче тимлĕхе ҫухатма юрамасть. Ушкăнпа канма ҫӳрес йăла-йĕркене те вăхăтлăха прахăҫласан вырăнлă пулнă пулĕччĕ.

«Лайăх ăнланмалла ҫынсен, ресторансен, кафесен ĕҫне пăрахăҫласси пирки ыйту тăмасть. Вĕсем мĕнле ĕҫлесе пынă, малалла та ҫаплипех ĕҫлĕҫ.  Ҫитес вăхăтсенче пур-пĕрех ушкăнпа вăл учрежденисене ҫӳрессине кăштах чарсан питĕ аван пулнă пулĕччĕ», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертӳҫи Надежда Луговская хăйĕн сăмахĕнче регионта COVID–19 чирпе аптракансен йышĕ кăштах ӳссе пынине палăртнă.  Ытларах чир 46-65 ҫулти ҫынсем хушшинче сарăлни сисĕнкелет тенĕ вăл.  

Халăх хăй ирĕкĕпе сывлăх пирки тĕрĕслев витĕр тухма кăмăл туни те палăрать. Кун пирки Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов ҫирĕплетсе каланă. Кăтарту та пĕчĕк мар, эрне хушшинче 2 пин ҫын тĕрĕслев витĕр тухнă.  

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Енре кăшăл вирус чирĕсемпе аптракансене валли ҫителĕклĕ таран условисем хатĕрлесе ҫитернĕ, пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе ҫынсене вăхăтра тата туллин тивĕҫтерсе пыраҫҫĕ. Пăшăрханма тата хытă пăлханма юрамасть, пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулĕ, усал чир-чĕр алхасасран кулленех специалистсем сыхă тăраҫҫĕ.  

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика