Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Олег Николаева Раҫҫей Правительствин Председателӗ Михаил Мишустин Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунĕ ячĕпе саламланă
22.02.2020Олег Николаева Раҫҫей Правительствин Председателӗ Михаил Мишустин Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунĕ ячĕпе саламланă

Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин Председателӗ Михаил Мишустин Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаева Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунĕ ячĕпе саламланă.

"Нарăс уйăхĕн 23-мӗшӗ - хӑйне евӗрлӗ уяв, вӑл хӑюлӑх символӗ шутланать. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи Ҫӗн­терӳ 75 ҫул тултарни пурсӑмӑра та аттесемпе асаттесен паттӑрлӑхӗ ҫинчен аса илтерет. Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑнса пурӑнни – пирӗн кашниншӗн тӗслӗх тата мораль ориентирӗ.

Хальхи вӑхӑтра миллион-миллион ҫынсен тӑнӑҫлӑхĕпе ырлӑхне сыхласа хӑваракансене, наци интересӗсене шанчӑклӑн хӳтӗлекенсене, Раҫҫейӗн ҫирӗп аталанӑвне тивӗҫтерекенсене уйрӑмах хисеплемелле.

Сире сывлӑх, пур пуҫарура та ҫитӗнӳсем тата чи лайӑххи сунатӑп", - тенӗ салам йĕркисенче.  

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика