Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Ют ҫĕршыв гражданĕсене регионта ĕҫлеме патент паракан уполномоченнăй органăн ячĕ улшăннă
14.09.2017Ют ҫĕршыв гражданĕсене регионта ĕҫлеме патент паракан уполномоченнăй органăн ячĕ улшăннă

Авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ, ăна яланхиллех республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă.

 Ют ҫĕршыв гражданĕсене регионта ĕҫлеме патент паракан уполномоченнăй органăн ячĕ ылмашăнни пирки йышăнăва пăхса тухса ҫирĕплетсе хăварнă ларăва пухăннисем.

Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев хăйĕн сăмахĕнче, Федерацин миграци служби Раҫҫей ШĔМ тытăмне кĕнине асăннă. Маларах вăл «Паспорт-виза сервизĕ» Федерацин миграци служби пулнă пулсан, халĕ унăн ячĕ Раҫҫей ШĔМ «Паспорт-виза сервизĕ» пулса тăрать.

Чăваш Республикинчи шалти ĕҫсен министрĕн ҫумĕ Леонид Вакс пĕлтернĕ тăрăх, авăн уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне регионта ют граждансене ĕҫе йĕркелесе  тытса пыма 70 патент панă.   

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче министерствăсен ертӳҫисене, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансене, Чăваш Республикин Ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министерствине мигрантсене ҫирĕп асăрхаса тĕрĕслесе тăма хушнă.  Вĕсем саккунсăр майпа ĕҫленине тупса палăртма каланă.  Ыйтăва кун йĕркинче кулленех тăратма сĕннĕ. «Ку сферăра Раҫҫей Федерацийĕн саккунне пăхăнса ĕҫленипе ĕҫлеменнине ҫирĕп тĕрĕслемелле, енчен те пăтăрмахсем тупса палăртсан, явап тыттармалла, пур ҫĕрте те йĕрке пулмалла», - тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Михаил Игнатьев.

Кăҫал ют ҫĕршывсенчен килекен 6 ҫынна хамăр тăрăхра ĕҫлеме ирĕк пани пирки квота йышăннă, анчах та вĕсен виза пулмалла.  Ултă ҫынна регионти икĕ организацине вырнаҫтарма палăртса хунă.

  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика