Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Атăлҫи театрĕ» регионти конкурсăн ҫĕнтерӳҫисемпе тĕлпулу ирттернĕ
21.10.2019Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Атăлҫи театрĕ» регионти конкурсăн ҫĕнтерӳҫисемпе тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев высоко оценил спектакли, представленные на окружной конкурс «Театральное Приволжье»Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Атăлҫи театрĕ» регионти конкурсăн ҫĕнтерӳҫисемпе тĕлпулу ирттернĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ăс пухакансен пултарулăхне тата Шупашкарти 4-мĕш лицейре вĕренекенсен ăсталăхĕсене курса савăннă. Ку хутĕнче студентсем республика Пуҫлăхне «Абрикос сачĕ» ятлă спектакль кăтартса панă. Уҫă тĕлпулу «Станиславский.com» театрĕнче  иртнĕ.   Республика Пуҫлăхне «Мой дедушка был вишней», «Наброски судьбы» спектакльсен уйрăм пайĕсене сăнарласа кăтартнă.

Михаил Игнатьев ҫамрăксен пултарулăхне пысăка хурса хакланă, чăнласан та, вĕсем Чăваш Ен чысне ҫӳле ҫĕклеме пултарассине асăннă вăл.  

«Мĕн курни тăрăх, эпĕ сире тӳрех маттурсем тесе калама пултаратăп. Пысăк тарăн шухăшлă спектакльсем. Пурнăҫ витĕмлĕхĕ питĕ лайăх курăнать.  Театр ҫулталăкĕнче уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ҫакăн евĕр конкурссем йĕркелесе ирттерни.  Паха ĕҫ пурсăмăра та савăнтарать, хавхалантарать», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

Паянхи пурнăҫ таппинче информаци технологийĕ лайăх аталаннă пулин те, театр хăйĕн пĕлтерĕшне каялла чакармасть.  Ҫынсен чĕрĕ калаҫăвĕ куракансене ялан «тыткăна» илет, ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма пулăшать.

Икĕ спектакль Атăлҫи тăрăхĕнче ҫĕнтерӳҫĕ ята тивĕҫме пултарасси те куҫкĕретех тенĕ республика Пуҫлăхĕ.  

Республика Правительстви яланах культура пайĕпе ҫыхăннă пуҫаруллă проектсене пурнăҫа кĕртсе пыма витĕм кӳме хатĕр пулнине те палăртнă республика Ертӳҫи.  Ҫулсерен республика Пуҫлăхĕн грантне тивҫессишĕн ятарлă тĕрлĕ конкурссем те йĕркеленсе иртнине асăнса хăварнă вăл сăмаха малалла тăснă май, театр ăстисене конкурссене хутшăнма чĕнсе каланă Михаил Игнатьев.

Чĕрĕ калаҫу пĕр сехете яхăн тăсăлнă.  Ҫамрăксем шкулсенче театрсем уҫма, аслă вĕренӳ заведенийĕсенче те ҫакăн евĕр кружоксем йĕркелесен вырăнлă пулнă пулĕччĕ тенĕ.

Калăпăр, «Наброски судьбы»  спектакль авторĕ 4-мĕш номерлĕ лицей студийĕн ертӳҫи   Руслан Медведев шутланать.  Вăл интернетра усал ĕҫсем пулма пултарасси пирки хыпарлать, пурнăҫ таппине сиен кӳме майсем пуласси ҫинчен те асăрхаттарать.

«Эпир театр урлă ачасене хăрушсăрлăх пирки пĕлтерме тăрăшатпăр.  Паянхи пурнăҫшăн уйрăмах интернет-хăрушсăрлăхĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Укҫа-тенкĕ, вилĕм, наркăмăш ыйтăвĕсем пирки тĕплĕнрех каласа пама тăрăшрăмăр.  Вĕсене пĕр чăмăра пухса, тарăн шухăшлă спектакль хайласа кăлартăмăр», – тенĕ  кăларăмăн авторĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ шухăша ырланă, хăрушлăхсене хирĕҫ кĕрешме витĕм кӳрекен кăларăмсем малашне тата та ытларах пулассине шанса пĕлтернĕ.

Шупашкарти 4-мĕш лицейри ачасен «Наброски судьбы» спектакльне Чăваш наци теле кăларăмĕнче юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче каҫхине 21 сехетре курма пулать.

«Шанатăп, Театр ҫулталăкне пĕтĕмлетнĕ пулăма эсир хутшăнасса, ун чухне пĕрле тепĕр хут тĕл пуласса ĕненетĕп», – тенĕ уҫă тĕлпулăва пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, пурне те ырлăх-сывлăх, пултарулăхра пысăк ҫитĕнӳсем тума чĕнсе каланă.   

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика