Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Пушарсенчен асăрханассипе ĕҫлекен ведомствăсен хушшинчи Комиссийĕн анлă ларăвне ирттернĕ
26.04.2019Пушарсенчен асăрханассипе ĕҫлекен ведомствăсен хушшинчи Комиссийĕн анлă ларăвне ирттернĕ

В Чувашии будут усилены меры по предотвращению пала сухой травыАка уйăхĕн 25-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче пушарсенчен асăрханассипе ĕҫлекен ведомствăсен хушшинчи Комиссийĕн анлă ларăвне ирттернĕ.

Канашлăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă. Ку хутĕнче мероприятине республикăри район тата хула администрацийĕсен пуҫлăхĕсем хутшăннă, ăна видео ҫыхăну мелĕпе йĕркеленĕ.

Канашлăва уҫнă май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кăҫал уйрăмах регионта пушар алхаснине палăртнă. Типĕ курăксене халăх ҫунтарать, сисмесĕрех пăтăрмахсене кĕрсе ӳкет.  Чăваш Енри ГКЧС  пĕлтернĕ тăрăх, ака уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне республикăра пушар тухнă 174 тĕслĕхе шута илнĕ. Вут-кăварта виҫĕ ҫын пурнăҫĕ вăхăтсăр татăлни вара пушшех те пурсăмăра та шухăша ярать тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Инкексем Элĕкре, Шупашкар районĕсенче пулнă. Ӳлĕмрен кун пек пулассинчен ҫирĕп асăрханмаллине чĕнсе каланă регион Ертӳҫи. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕҫлекенсене самантлăха та тимлĕхе ҫухатма юраманнине асăрхаттарнă.  Пулнă ҫавăн пек тĕслĕхсем, типĕ курăк ҫунса кĕлленнĕ хыҫҫăн, тӳрех ҫынсен ҫурчĕсем ҫине те сиксе ӳкни те. Сĕнтĕрвăрринче, Канаш районĕсенче пурăнакан граждансен пурлăхĕсем вут-кăварта пĕтнĕ. Пĕр районĕнче виҫĕ пӳрт, Канаш районĕнче вара харăсах ултă пӳрт ҫунса кайнă.

Пушартан асăрханмалли йĕркене халăхăн ҫирĕп пăхăнмаллине асăрхаттарнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  Ҫынсемпе тăтăшах профилактика ĕҫне те йĕркелемеллине палăртнă.

«Должноҫра тăракан ҫынсен тимлĕхе ҫухатма юрамасть, яланах инкексене сирсе ярассипе кирлĕ пек мерăсем йышăнма  хатĕр пулмалла. Умра ҫу уйăхĕн вăрăм уявĕсем ҫывхарса килеҫҫĕ. Ҫанталăк лăпкă тăрать. Ҫумăр ҫумасть. Халăх вăрманалла туртăнма пултарать. Апла пулсан, пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланмалла. Кун пирки никамăн та манма юрамасть. Енчен те граждансем пушар тăвассинчен асăрханмаҫҫĕ пулсан, хăйсенех вара явап тытма тивĕ. Ял тăрăхĕсенче ертӳҫĕсен йĕрке пăсакансене тупса палăртмалла, ҫийĕнчех явап тыттармалла», – тенĕ Пуҫлăх.   

Раҫҫей МЧСĕн Чăваш Енри Тĕп управленийĕн пуҫлăхĕ Станислав Антонов Ҫĕрпӳ районĕнче сиксе тухнă пăтăрмах пирки каласа кăтартнă. Халăх усал ҫӳп-ҫапа чĕртсе янă. Хыҫҫăн, сисмесĕрех уйри типĕ курăк хыпса илнĕ – ҫывăхра вара ял, автозаправка. Халăх инкек пулассинчен хăраса туххăмрах специалистсем патне хыпара илсе ҫитернĕ. Ятарлă служба ĕҫченĕсем килсе ҫитнĕ. Вут-кăвара чарма пикеннĕ.   Кун пек пăтăрмахсем кăҫал час-часах сиксе тухнине пĕлтернĕ ведомство ертӳҫи. Апла пулсан, ӳлĕмрен асăрхануллă пурин те пулмаллине чĕнсе каланă.   

Уйсене чĕртсе яма юрамасть, вут-кăвара пĕлме ҫук, ҫил кăштах вĕрсенех ытти ҫĕре алхасса каять, кайран вара инкек пуласси куҫкĕретех. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илме шантарнă.   

Михаил Игнатьев вăрмансене те сыхă тăмаллине асăннă, ятарлă техникăсен кулленех хатĕр тăмаллине палăртнă. Укҫа-тенкĕ сахал мар тăкакланă, апла пулсан специалистсен кирлĕ пек мерăсем йышăнма пĕлмелле, мĕнпур техникăн юсавлă тăмалла тесе сăмаха ҫавăрса каланă регион Ертӳҫи.  

Ҫулла ҫитсе пынă май, тепĕр ыйту кун йĕркинче ҫивĕч тăрать – халăх шыва кĕме пуҫлать. 2018 ҫулта шывра 24 ҫын путса вилнĕ. Паллă, вĕсенчен 5 ача пурнăҫĕ вăхăтсăр татăлнă. Кĕркуннепе хĕлле те ыйтăва куҫран вĕҫертме юрамасть. Инкек вăл тапхăрсенче те пулкалани сисĕнет.   

Ачасен ҫуллахи канăвĕ ҫывхарса килет. Пурĕ те пĕр уйăх ҫеҫ тăрса юлнă. Профилактика ĕҫне пуҫламалла, хăрушсăрлăх теми пирки час-часах уҫă калаҫусем ирттермелле, объектсене ҫирĕп йĕрке пулмалла тесе палăртнă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. 2019 ҫулта 102 пин ытла ача ҫуллахи тапхăрта хăйсен сывлăхне ҫирĕплетме тĕрлĕ учрежденийĕсенче пулĕҫ.  

Ачасем вутра ҫунса вилни – ҫав тери тарăн шухăша пурсăмăра та ярать. Нумаях пулмасть, Ҫĕнĕ Шупашкарта кун пек инкек пулнă.  Муниципалитетăн ертӳҫи Ольга Чепрасова хăйсен территорийĕнче ятарлă акци йĕркеленине, хăрушсăрлăх теми малти вырăна тухнине пĕлтернĕ. Ачасемпе кулленех тĕрлĕ профилактика ĕҫĕсене специалистсем ирттернине хыпарланă. Нумай чухне ашшĕ-амăшĕсен айăпĕпе ачасем пăтăрмахсене кĕрсе ӳкеҫҫĕ, йĕркесене пăхăнса пымасан, ӳлĕмрен тата та ҫирĕпрех явап тыттарăпăр тенĕ вăл.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика