Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Енре Улатăр хулинче, икĕ районта тата çичĕ ял тăрăхĕнче вырăнсенчи депутатсен суйлавĕ иртнĕ
20.05.2019Чăваш Енре Улатăр хулинче, икĕ районта тата çичĕ ял тăрăхĕнче вырăнсенчи депутатсен суйлавĕ иртнĕ

Ҫу уйăхĕн 20-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче ирттернĕ канашлура Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче хушма суйлавпа депутатсене сасăланин ĕҫ кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Паллă пулăм иртнĕ кану кунĕнче, ҫу уйăхĕн 19-мĕшĕнче пулнине палăртнă.

Чăваш Енре Улатăр хулинче, икĕ районта тата çичĕ ял тăрăхĕнче вырăнсенчи депутатсен суйлавĕ иртнĕ. Вĕсем: Вăрмарта, Етĕрнере, Улатăр районĕнче, Патăрьел тăрăхĕнче, Хĕрлĕ Чутайра, Сĕнтĕвăрринче, Ҫĕрпӳре, Тăвай районĕнче тата Улатăр хулинче.  

Чăваш Енри тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков суйлав пĕтĕмпех йĕркеллĕ иртнине хыпарланă. Граждансем хăйсен палăртнă участокĕсене активлă кайнине, хастар хутшăннине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май. Йĕрке пăснă тĕслĕхсем пачах та пулма тенĕ председатель. Суйлавра «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» политика партийĕн представителĕсем ҫĕнсе илнине палăртнă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев шалти ĕҫсен пайĕнче ĕҫлекенсене обществăра йĕркепе тивĕҫтернĕшĕн мухтанă, суйлав комиссийĕн членĕсем хăйсене шанса панă ĕҫе тивĕҫлĕ пурнăҫлнăшăн тав тунă регион Пуҫлăхĕ.  

Пĕтĕмлетӳ  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика