Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата «СоюзМаш России» ТМЯО тĕп канашĕн членĕ, Ростех Патшалăх корпорацийĕн индустри директорĕ Сергей Абрамов «Трактор завочĕсем» Концерн предприятийĕн «Промтрактор» тата «Промлит» ĕҫĕсемпе паллашнă
20.09.2019Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата «СоюзМаш России» ТМЯО тĕп канашĕн членĕ, Ростех Патшалăх корпорацийĕн индустри директорĕ Сергей Абрамов «Трактор завочĕсем» Концерн предприятийĕн «Промтрактор» тата «Промлит» ĕҫĕсемпе паллашнă

ПАО «Промтрактор» в 2019 году планирует в 2 раза по сравнению с 2018 годом увеличить объем отгруженной продукции — до 6 млрд рублейАвăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата «СоюзМаш России»  ТМЯО тĕп канашĕн членĕ, Ростех Патшалăх корпорацийĕн индустри директорĕ Сергей Абрамов «Трактор завочĕсем» Концерн предприятийĕн «Промтрактор» тата «Промлит» ĕҫĕсемпе паллашнă.   

«Промтрактор» ПАОра конференци залĕнче предприятийĕн пуласлăх ҫул-йĕрне ҫутатса паракан презентаципе паллашнă хăнасем. Хыҫҫăн ертӳҫĕсем цехсене ҫитсе килнĕ, таварсене пăхса тухнă, ятарлă техника таврашне курнă, халăхпа тĕл пулса калаҫнă. Промтрактор предприяти ҫав тери хăватлă аталанса пыни сисĕнет. Пуласлăхĕ те унăн пысăк. Кунта калăпланса тухакан машинăсене тĕнчери пысăк промышленноҫ предприятийĕсенче усă кураҫҫĕ.    

2018 ҫулта Шупашкарти завод производствăн таварсен калăпăшне чылай ӳстернĕ. Финанс тĕлĕшĕнчен те предприяти ураланнă, экономика кăтартăвĕ те ӳссе пыма тытăннă.

Хальхи вăхăтра завод тĕнчере малта пыраканнисенчен пĕри пулса тăчĕ.  Йывăр бульдозер ҫĕршывра анлă сарăлнă, вăл техникăна туянас текенсен йышĕ ӳсе пыни те куҫкĕретех. 2018 ҫулта предприяти промышленноҫра усă курăнакан техника  190 ытла тирпейлесе кăларнă.  Кăҫал вара кăтартăва 350 ҫитерме палăртса хунă завод.  Предприяти лайăх аталанса вăй илсе пынине кура, халăхăн ĕҫ укҫи те вăхăтра тата кирлĕ пек шайра пулса пырать. 2018 ҫулхи кăтартуран шалу укҫи кăҫал 35 процент хăпарнă. Халăх йышлă ĕҫлет заводра, пурте кăмăллă ĕҫ условийĕсемпе.

Раҫҫейре анлă палăрнă тепĕр пысăк предприяти – «Промлит» ТМЯО. Вĕсен  кăтартăвĕсем те ырă енне куҫса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. 2019 ҫулта тĕнчери пысăк предприятисем валли сахал мар тавар тирпейлесе кăларма тĕллев ларнă вĕсем. Промлит «РЖД» АУО тахҫантанпах тĕвĕленнĕ ĕҫлĕ ҫыхăнăва ҫирĕп тытса пырать, вĕсем ҫитес 5-6 ҫуллăх заказсем те йышăнса хăварнă.  

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Игнатьев предприятийĕн йывăртарах пулнă лару-тăрăвĕсене сирсе ярас тесе республика влаҫĕпе предприяти ертӳлĕхĕ пĕр-пĕринпе тухăҫлă ĕҫлесе пынине асăннă. Производство кĕрлесе тăтăр тесе чылай ĕҫе вăй илтерме май килчĕ тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

«Эпир пĕрмаях завод пуласлăхĕ пысăк тесе ҫирĕплететтĕмĕр. Халăх валли ĕҫ вырăнĕ пулассине те пĕрре те иккĕленмен. Паян та ҫакнах курса ĕнентĕмĕр. Тракторсем калăпланса пыраҫҫĕ, халăх таварсене ыйтать, промышленноҫ предприятийĕсем те кăмăллă техникăсемпе. Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин хушăвĕсем туллин пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ. Предприяти ĕҫлеме пĕлнине ҫирĕп кăтартса пачĕ. Нумаях пулмасть ЧЕТРА -2019 оператор-бульдозерсен уҫă чемпионачĕ Чăваш Енĕн тĕп хулинче иртрĕ.   Ун чухне те тракторсене пысăка хурса хакланă хăнасем. Пирĕн таварсем Америка, Китай техникисенчен лайăхрах пуласси те куҫкĕреех.  Пуласлăх Промтракторăн ҫав тери чаплă. Шалу укҫин виҫи те ӳссех пырать унта.  Кам та кам ытларах ĕҫлесе хăйне пысăк шайра кăтартса парать, вĕсен вара ĕҫ укҫи 70 е 100 пине ҫитесси те паллă», -  тесе каланă Михаил Игнатьев.

 Ростех Патшалăх корпорацийĕн индустриальнăй директорĕ Сергей Абрамов Концерн предприятисем ҫирĕппĕн аталанса пынине тепĕр хут каланă. Влаҫ органĕсем завод йĕркеллĕ ĕҫлетĕр тесе витĕм кӳнине асăннă сумлă хăна. Вырăнти ертӳлĕх тухăҫлă ĕҫлени, пĕрне-пĕри ăнланса тĕрĕс йышăнусем туса хăварни те халăхшăн питĕ усăллă пулнă тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.  

«Чăваш Ен Пуҫлăхне Михаил Игнатьева тав тăвас тетĕп. Вăл ĕҫе активлă хутшăнни курăнать. Пĕрле эпир пысăк ҫитĕнӳсем турăмăр. Кăтартусем хăватлă. Ĕҫ тухăҫлăхĕ 3-4 хут ӳснĕ, шалу укҫин виҫи 20-30 процента хăпарнă, налуксем те предприятинчен хыснана чылай кĕнĕ. Республика влаҫĕпе Ростех хушшинче ĕҫлĕ ҫыхăну ҫирĕпленсе вăй илсе кайрĕ», - тенĕ Сергей Абрамов.

Концерн предприятийĕсенче инвестициллĕ проектсем пурнăҫа кĕрсе пыни пирки те асăнса хăварнă ертӳҫĕсем, производство линийĕсем уҫăлнă, цехсем хута кайнă тенĕ вĕсем.   

 «Трактор завочӗсем» Концерн предприятийӗсен производство калӑпӑшӗсем йӗркеллӗн ӳссе пынипе кăмăла уҫать. Паянхи кун тӗлне Концернӑн мӗн пур производство лаптӑкӗсенчех ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлеҫҫӗ тата ӗҫлекенсен штатне пысӑклатаҫҫӗ. Предприятисен планӗнче – кризисченхи тапхӑрти калӑпӑшсен шайне ҫитесси. Палӑртнине пурнӑҫлама туса кӑларакан продукци лайӑх сутӑнни тата таварсен номенклатурине анлӑлатса пыни пулӑшма тивӗҫ. 

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика