Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Михаил Игнатьев Сĕнтĕрвăрри районĕн ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ
12.02.2018Михаил Игнатьев Сĕнтĕрвăрри районĕн ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Михаил Игнатьев провел рабочую встречу с руководством Мариинско-Посадского района Нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  Сĕнтĕрвăрри районĕнче ĕҫлĕ визитпа пулнă.

 Регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев муниципалитетра район пуҫлĕхĕпе Николай Николаевпа тата район администрацийĕн ертӳҫипе Анатолий Мясниковпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Ертӳҫĕсем пĕр пухăннă пек чухне муниципалитет пĕрлешĕвĕн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрне кĕскен пăхса тухнă.  

Регион Ертӳҫи экономика сферинчи ҫĕнĕ проектсемпе района ĕҫлеме сĕннĕ, халăх валли пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрлесси те кун йĕркинче тăмаллине асăннă. Ҫынсен шалу укҫин виҫи кирлĕ пек шайра пулмаллине асăрхаттарнă.  

Анатолий Мясников хăйĕн сăмахĕнче районти «Марпосадкабель» АО ĕҫĕпе паллаштарнă. «Производствăна хута яни халăх валли 51 ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕ хатĕрлеме пулăшрĕ. Предприяти паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килекен пысăк технологисене тĕпе хурса ĕҫлесе пырать», - тесе пĕлтернĕ вырăнти ертӳҫĕ, сăмаха май, Сĕнтĕрвăрринчи ҫупа сыр завочĕ ĕҫлени ҫинчен каласа кăтартнă. Тулли мар яваплă общество тĕрлĕ ҫу тирпейлессипе ĕҫленине палăртнă. Сыр калăпласа кăларасси ҫине те предприяти пысăк тимлĕх уйăрнине асăннă. Паянхи куна организацире 70 ҫын ĕҫлет.

  Тепĕр пысăк проект «Солнечный» ТМЯО ĕҫĕ вырăнти халăха хавхалантарать тесе асăннă ертӳҫĕсем.  «Ҫĕнĕлле ĕҫлесе пырассипе производствăра та ял хуҫалăхĕнче те тăрăшатпăр», - тенĕ район администрацийĕн пуҫлăхĕ, суту-илӳре те ĕҫсем кал-кал пыраҫҫĕ тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе.

Михаил Игнатьев ЖКХ ыйтăвĕсем пирки сăмах пуҫарнă, парăмҫăсемпе ытларах ĕҫлемеллине чĕнсе каланă. Предприятисемпе организацисен муниципалитет пурлăхĕсемпе усă курнăшăн аренда укҫине вăхăтра куҫарса памалла, ыйтăва кулленех кун йĕркинче тытмалла тесе асăрхаттарнă регион Пуҫлăхĕ муниципалитет пĕрлешĕвĕн ертӳлĕхне.  

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика