Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чӑваш Енре ӑратлӑ выльӑх-чӗрлӗх ĕрчетес ĕҫе пысăк тимлĕх уйăраҫҫĕ
22.05.2020Чӑваш Енре ӑратлӑ выльӑх-чӗрлӗх ĕрчетес ĕҫе пысăк тимлĕх уйăраҫҫĕ

В Чувашии сделают упор на развитии племенного животноводстваҪу уйăхĕн  22-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Шупашкар районĕнче пулнă, «ЧебоМилк» тулли мар яваплă общество ĕҫĕпе паллашнă.    Кунта виҫҫĕмĕш ҫул ĕнтĕ ҫав тери пысăк инвестициллĕ проект пурнăҫа кĕрет.  Плансем аванах, мăйракаллă шултра выльăхсем усрамалли 6 ферма хута яма палăртнă асăннă предприяти. Кăтартăва та ӳстерсе пырасшăн, выльăх шутне 3600 ҫитерме тĕллев лартнă предприяти ертӳлĕхĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев ферма ĕҫĕпе тĕплĕн паллашнă, пысăк технологи витĕмлĕхне курса хакланă.  Чи пахи кунта пĕтĕмпех хатĕрсем паянхи пурнăҫа килĕшсе тăраҫҫĕ.  Мăйракаллă шултра выльăха пăхса ҫитĕнтерме условисем те чаплă.  Компьютер технологийĕ пурнăҫа кĕрсе пыни те ку фермăра куҫкĕретех.   Сĕт-ҫу тирпейлесе илессипе предприяти ыттисемшĕн тĕслĕхре. Кунта калăпланса тухакан паха таварсене ытти регионсенче пурăнакансем те хапăл тусах йышăнаҫҫĕ. «ЧебоМилк» ТМЯО Шупашкар районĕнчи ытти хуҫалăхсемпе танлаштарсан малта пыраканни.  Чăваш Республикинче те вĕсен кăтартăвĕ япăх мар, пĕтĕмлетӳ тунă хыҫҫăн, вĕсем иккĕмĕш вырăна тухнă.  Паянхи куна илес пулсан хуҫалăхра пурĕ 1718 ĕне шутланать.  Выльăх шутне ӳстерессипе те тимлĕ ĕҫлеҫҫĕ предприятире.  Пĕр ăратлă ĕнен вăрлăхĕсемпе вĕсем ҫулталăкра ыттисене те саплаштарма пултараҫҫĕ, пĕр ҫулта вара 30 пăру илме май пур тесе ҫирĕплетнĕ специалистсем.  Кун пирки сăмаха ҫавăрса каланă предприятийĕн генеральнăй директорĕ Сергей Анучин.

Чăваш Республикин ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, ҫак предприяти ҫумĕнче ĕнесене пĕтĕҫтермелли ятарлă центр хута ямаллине асăннă.  Объектăн строительство ĕҫне кăҫал пуҫласси те планра пур тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Кунсăр пуҫне ҫак база ҫумĕнче Атăлҫи федераци округĕнчи выльăх-чĕрлĕх енĕпе ĕҫлекенсен ятарлă куравне ирттересси те кун йĕркинчех тăнине асăннă вăл.  Паян ҫул ҫуревре пулнă май, предприятийĕн ĕҫĕпе тĕплĕнрех паллашнă, пуласлăхри тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пыма витĕм кӳме шантарнă Олег Николаев.

«Пĕрлехи план туса хатĕрлемелле.  Лаборатори ĕҫне технологисене пăхăнса йĕркелесе ямалла.  Кунта хута каякан организацийĕн ĕҫĕпе республикăри ытти хуҫалăхсем те паха условийĕсемпе усă курчччĕр», -  тенĕ вăл. 

Палăртса хăвармалла, «ЧебоМилк» ТМЯО мăйракаллă шулта выльăх ĕрчетессипе лайăх предприятийĕсен реестрĕнче тăрать.  Апла пулсан, патшалăхăн ҫĕнĕ пулăшăвĕсене илсе пырасси те куҫкĕретех.  Кун пирки Олег Николаев тепĕр хут аса илсе хăварнă.  Уйрăм хăш-пĕр тăкаксене саплаштарма республика хыснинчен субсиди мелĕпе укҫа-тенкĕ куҫма пултарассине те асăнса хăварнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.

Ĕҫлĕ ҫул ҫӳреве пĕтĕмлетнĕ май, Олег Николаев паянхи ҫĕнĕлĕхсемпе кăмăллă юлнине, предприяти хăй ҫине шанса илнĕ ĕҫсене яваплăха туйса таса чунпа ĕҫлесе пынине каланă. Ыттисемшĕн тĕслĕхре тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

«Пысăк технологисене пăхăнса ĕҫлеҫҫĕ.  Ҫĕршыв Президенчĕ палăртакан тĕллевсене предприяти туллин пурнăҫлама тăрăшать. Ҫĕнĕ лаборатори хута кайсан, республикăшăн меллĕ пулĕ.    Вĕсен пулăшăвĕсене ытти хуҫалăхсем те усă курĕҫ.  Пуласлăхри тĕллевсем пысăк, хуҫалăх хăй умне лартнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн ырми-канми тăрăшать.  Ҫамрăксем те кунта чылай ĕҫлеҫҫĕ. Ял хуҫалăх ĕҫне кăмăл туни курăнать.  Апла пулсан, пĕрле тăрăшса ĕҫлесен, ҫитĕнӳсем тата та лайăхрах пуласси никама та иккĕлентермест», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика