Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикинче ҫуллахи лагерьсенче пурĕ 16,5 пин ача каннă
11.09.2018Чăваш Республикинче ҫуллахи лагерьсенче пурĕ 16,5 пин ача каннă

Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен пĕри – ачасен ҫуллахи канăвĕ.  Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Александр Иванов кăҫал ачасене канма бюджетран 457 млн уйăрнине пĕлтернĕ. 2018 ҫулта пурĕ 18 лагерь ĕҫленĕ, вĕсенче пĕтĕмпе 16,5 шăпăрлан канса хăйсен сывлăхне ҫирĕплетнĕ, тавра курăмлăхне ӳстернĕ. Кăтарту пĕчĕк мар, пĕлтĕрхинчен 60 процент пысăк пулни сисĕнет тенĕ министр.  Ачасене канма хушма укҫа-тенкĕ те сахал мар тăкакланине палăртнă вăл. Шăпăрлансем ытларах иккĕмĕш сменăпа виҫҫĕмĕш сменăсенче канма юратнине пĕлтернĕ Александр Иванов.  Ҫу уйăхĕпе ҫĕртме уйăхĕнче республикăри мĕнпур муниципалитетсенче «Зарница» тата «Орленок» ҫар вăййисем иртнĕ, вĕсенче 5 032 ҫын хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнă.   Утă уйăхĕн 31-мĕшĕнчен пуҫласа ҫурла уйăхĕн 9-мĕшĕччен «Патриот» патриотизм темисемпе мероприятисем йĕркеленĕ. Плана ытти мероприятисене те сахал мар кĕртнĕ, вĕсене пурне те тивĕҫлĕ шайра йĕркелесе ирттернĕ тенĕ министр хăйĕн докладĕнче.  Кăнтăрлахи уйрăмра 28 пин ача ăсталăха туптанă. «Кванториум» технопарка та шăпăрлансем хастар ҫӳренĕ, ҫĕннине вĕреннĕ.

Александр Иванов профильлĕ сменăсене йĕркелеме пулăшнисене пурне те мухтаса тав сăмахĕсем каланă.    «Питĕ кăсăклă мероприятисем пулнă, ачасем кăмăллă юлнă», – тенĕ министр сăмаха малалла тăснă май.  Кăҫал 12,3 пин ҫула ҫитмен ачана вăхăтлăха ĕҫпе тивĕҫтернĕ. Пурĕ ҫуллахи лагерьсенче 2,7 пин воспитательпе вожатăй ĕҫленĕ. Вĕсемпе пĕрле 620 медицина ĕҫченĕ тăрăшнă.  Ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерме ятарлă служба ĕҫченĕсем мероприятисем йĕркеленĕ, вĕсем шăпăрлансемшĕн питĕ усăллă пулнă. Роспотребнадзорăн Чăваш Енри Управленийĕн ертӳҫи Надежда Луговская хăйĕн докладĕнче ҫуллахи тапхăрта ачасем чирлеменнине, нимĕнле кăлтăксем те сиксе тухманнине хыпарланă.

Республика Пуҫлăхĕ ачасен апатланăвĕ пирки чарăнса тăнă. Паха апатлану ачасен сывлăхне перекетлеме май парать тенĕ Пуҫлăх сăмаха малалла тăсса.  Хаксем кулленех ылмашăнса пыраҫҫĕ, анчах та пирĕн апат пахалăхĕ пирки манма юрамасть, ыйтăва малти вырăна кăларса тăратмалла тенĕ вăл.   Енчен те йĕрке пăсас текенсем тупăнсан, вĕсене ҫийĕнчех явап тыттармаллине асăрхаттарнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕ пуҫламăшĕнче Кадет корпусĕнче кĕҫĕн класра вĕренекенсем Крым Республикине сывлăха ҫирĕплетме  кайнă, аслисем вара Пермь тăрăхне ҫул тытнă. Кĕҫех вĕсем каялла таврăнĕҫ, авăн уйăхăн 21-мĕшĕнчен малалла вĕренме тытăнĕҫ.  Михаил Игнатьев вĕренекенсене Шупашкартан Симферополье «Ренова» Виктор Вексельберг ыр кăмăллăх фончĕ пулăшнипе илсе кайнине асăннă, ачасем тӳлевсĕр бюджет шучĕпе хăйсен сывлăхне ҫирĕплетнине каланă.

Планеркăра иртнĕ эрнери ĕҫсене те тишкернĕ. Канашра пĕр производство сывлăша тасамарлăх кăларса тăратать тесе суя хыпар сарнă халăхра. Регион Ертӳҫи Роспотребнадзор Чăваш Енри Управленине тĕрĕслев йĕркелеме хушнă. Ку хутĕнче ертӳҫĕсем энергине перекетлеме май паракан технологисем пирки те сăмах пуҫарнă.  Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсенче коммуналлă хуҫалăх пайĕнчи ĕҫсене тишкерме каланă. «Хальхи пурнăҫ таппипе тӳр килекен технологи пулăшу пайĕн  тăкакне перекетлеме май парать. Апла пулсан, проектсене хатĕрленĕ чухне ҫак ыйтусене тимлĕх уйăрмалла», – тенĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика