Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх пайĕнче тăрăшакансемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ
16.06.2020Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх пайĕнче тăрăшакансемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ

Олег Николаев: ЖКХ и энергетике нужен комплексный проектный подход Ҫĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх пайĕнче тăрăшакансемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем коммуналлă инфратытăма тĕпрен ҫĕнетессипе ҫыхăннă ыйтусене тарăн сӳтсе явнă. Сăмах май, пĕр пухăннă пек чухне йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем ҫинчен те чарăнса тăнă.   

Чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри – асăннă сферăра объектсем кивелсе ҫитни. Кун пирки уйрăмах тĕплĕнрех чарăнса тăнă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.  Вуншар ҫул ыйтăва татса паманни сисĕнет, паянхи пурнăҫ таппинче кун пек тума юрамасть, халăха йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене туххăмрах татса памалла, тепĕр тесен, хутса ăшăтмалли тытăм ҫĕнĕ пулсан, перекетлĕ, ҫынсен пулăшусемпе усă курнăшăн та тӳлемелли хаксем кăштах чакма пултарасси те куҫкĕретех.

«Паянхи рынокра пысăк технологиллĕ хатĕрсем ҫине ытларах тимлĕх уйăраҫҫĕ. Апла пулсан, киввисене пăрахăҫлани те аван. Анчах та вĕсен вырăнне  ҫĕннипе ылмаштармалли пирки те манма юрамасть.  Ҫийĕнчех ĕҫе пурнăҫа кĕртсен, ҫынсен укҫи те перекетленĕ, хĕллехи тапхăрта укҫа-тенкĕне кирлĕ-кирлĕмаршăн вĕсем тăкакламĕҫ. Тухăҫлăх тени ялан малти вырăнта пулмалла. Уйрăмах ҫакна ҫӳлерех асăннă тытăмра ĕҫлекенсен ăша хывмалла.  Халăх пулăшусемпе усă курнишĕн хаксем пысăк пулмалла мар», - тесе ҫапларах каланă Олег Николаев.    

ЖКХ  аталантарассипе йышăннă Чăваш Республикин программинче  чылай комплекслă мероприятисем плана кĕртсе хăварма палăртса хунă. Ку ыйтусемпе ытларах Аслă экономикăн канашĕ уйрăмах тимлĕ ĕҫлет.   «Международный центр развития регионов»  АХО генеральнăй директорĕ Игорь Меламед  хăйĕн сăмахĕнче регионта «Таса шыв» проектсемпе ĕҫлекен ятарлă офис йĕркелесе яма сĕннĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев  ҫак палăртнă темăна сӳтсе явма Аслă экономикăн канашĕн председателĕн ҫумне, Чăваш Республикин вице-премьерне - финанс министрне Михаил Ноздрякова хушнă.  Проектсене пахалăх тĕлĕшĕнчен ҫӳллĕ шайра хатĕрлемеллине те асăрхаттарса хăварнă вăл сăмаха май.

«Эпир яланах проектсене хатĕрленĕ чухне пысăк тимлĕх уйăратпăр пахалăх ҫине. Региона кирлĕ пек шайра аталантарса пырас тĕллевпе пиллĕк ҫуллăха программа йышăнса хăваратпăр», - тенĕ сăмаха ҫавăрса Олег Николаев.     

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика