Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Енре хуласен сăн-сăпатне улăштарассипе йышăннă программăна пурнăҫа кĕртме 263 млн пăхса хăварнă
05.03.2018Чăваш Енре хуласен сăн-сăпатне улăштарассипе йышăннă программăна пурнăҫа кĕртме 263 млн пăхса хăварнă

Пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере ирттерекен канашлура «Хулан хăтлăхне хăтлăлатас» патшалăх программи Чăваш Республикинче анлăн пурнăҫа кĕрсе пынине асăннă.  

Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов хăйĕн докладĕнче 2017 ҫулта регионта пĕтĕмпе нумай хваттерлĕ ҫуртсем таврашĕнче пурĕ 73 объектра тирпей-илем кĕртнине пĕлтернĕ,  400 ытла спорт элементне вырнаҫтарнине, ятарлă хатĕрсем 350 ытла хута янине палăртнă. Ҫак ĕҫсене пурнăҫлама пурĕ 265,7 млн уйăрнине асăннă.

«Паянхи кун тĕлне муниципалитетсенче тавралăха тирпей-илем кĕртессипе тĕпрен ҫĕнетнĕ.  Чăваш Республикин строительство министерстви вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе пĕрле кăҫал ҫу уйăхĕнче тĕпрен ҫĕнетсе юсанă объектсен пахалăх шайне тĕрĕслеме тухать», тесе пĕлтернĕ министр.

2018 ҫулта хуласене хăтлăлатассипе йышăннă программăна пурнăҫа кĕртме пурĕ 263 млн пăхса хăварнă федераци бюджетĕнче.  Халăх йышлăн пухăнакан парксене тирпейлесе хитрелетме 5 млн укҫа уйăрма шутланă.  Приоритетлă проектпа кăҫал ҫак районсемпе хуласенче ĕҫлеме плана кĕртнĕ. Вĕсем: Патăрьел, Йĕпреҫ, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Вăрмар, Шупашкар районĕ, Елчĕк, Тăвай районĕсем тата Улатăр, Канаш, Ҫĕнĕ Шупашкар, Шупашкар, Ҫĕмĕрле хулисем.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин строительство министрĕн ҫумне – тĕп архитектора районсемпе хуласенче объектсене ҫĕнетессипе йышăнмалли проектсене хатĕрлеме пулăшма хушнă.  Кунсăр пуҫне кирек-епле ыйтусене те халăхпа пĕрле сӳтсе явма каланă.

«Ҫĕрулми–2018» регионсен хушшинчи курав ĕҫĕсем пирки Чăваш Республикин  Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов тĕплĕн каласа кăтартнă.  Мероприятине Раҫҫейри 23 регионтан ятарлă представительсем килнине, вĕсем пурĕ ҫĕрулмин 100 ытла сорчĕпе халăха паллаштарнине асăннă. Кунсăр пуҫне ял хуҫалăхĕнче усă курăнакан ҫĕнĕ йышши 32 техника хатĕрлесе тăратнине пĕлтернĕ.   Мероприятинче наукăпа практика конференцийĕ иртнине, «ҫавра сĕтел» мелĕпе уҫă калаҫусем иртнине палăртнă.  Ҫак куравра предприятисемпе организацисем халăха 60 тонна ҫĕрулми сутнине пĕлтернĕ вăл.

Сергей Артамонов Шупашкар хулин администрацине мероприятине йĕркелесе ирттерме витĕм кӳнĕшĕн тав тунă. Ватăсене тӳлевсĕр таварсене киле ҫити илсе ҫитерсе панă.  Пурĕ ҫак ĕҫе 12 автомашина явăҫтарнă,  таварсене тиеме тата пушатма 24 волонтера ĕҫлеттернĕ.

Чăваш Республикин Вĕренӳ министерстви ятарлă конкурс ирттернĕ.

Конкурсра пурĕ 2,5 пин ĕҫ хатĕрлесе тăратнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика