Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем
29.11.2018Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм тĕнчери Пахалăх кунĕпе Европăри пахалăх эрнине халалласа ирттернĕ регионсем хушшинчи XIV-мĕш форум ларăвне хутшăннă

Чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм тĕнчери Пахалăх кунĕпе Европăри пахалăх эрнине халалласа ирттернĕ регионсем хушшинчи XIV-мĕш форум ларăвне хутшăннă. «Ăнăҫлă бизнес практики тата стратегийĕ»  регионсем хушшинчи форум наци вулавăшĕнче пулнă, унăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – пахалăх ҫине тимлĕрех пӑхма вĕренесси тесе каланă ертӳҫĕсем.  

Мероприятине паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Республикин суту-илӳпе промышленноҫ палатин ертӳҫи Игорь Кустарин пулнă.

Ĕҫе пухăннисене саламланă май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пахалăх ыйтăвĕ халăхшăн питĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ тесе палăртнă, ун ҫине пысăк тимлĕх уйăрмаллине асăнса хăварнă.

«Чăваш Республики 18 ҫул ĕнтĕ Пахалăх кунне хутшăнать.  Регионта тирпейленсе тухакан таварсем пирки ыйтусем пĕтĕмпех уҫăмлă. Ҫĕнĕлле ĕҫлеме, пысăк технологине тĕпе хурса пыма условисем Чăваш Енре питĕ чаплă. Предприятисем пĕр-пĕрин хушшинче ҫирĕп ҫыхăну тытса пыраҫҫĕ. Тавар халăха килĕшет, вĕсем пысăк хак пани куҫкĕрет. Регионта пурăнакансем кăна мар, республика тулашĕнчисем те таварсене кăмăлтан туянаҫҫĕ», – тенĕ регион ПУҫлăхĕ.  

«Наци тытăмĕн сертификацийĕ» проекта Чăваш Республики 2018 ҫулта хапăл тусах йышăннă.   

Чăваш Енри 8 предприяти патшалăх реестрĕнче шутланса тăрать. Тавар илес текенсем пахалăх пирки телефон урлă тӳрех вуласа пĕлме те пултараҫҫĕ.  Ҫак предприятисем пирки хыпарсене вырнаҫтарнă: «Хлебокомбинат «Петровский» АХО, «Спиртовой завод «Ядринский» ТМЯО, «Агрофирма «Велес» ТМЯО, «Аккондмолоко» ТМЯО, «Кооператор», ИП Шалеева Ольга Владимировна, потребительский кооператив «Комсомольский коопзаготпром», Чувашский научно-исследовательский институт сельского хозяйства – филиал ФГБНУ «Федеральный аграрный научный центр Северо-Востока имени Н.В. Рудницкого».

«150 тĕрлĕ ытла тавар Раҫҫейри чи чаплисен шутне кĕнĕ.  Конкурса хутшăнас текенсен йышĕ кулленех ӳссех пырать. Награда ҫĕнсе илнисен шучĕ сахал мар, кăтарту 6 хут та ытларах ӳсни куҫкĕрет. Апла пулсан, республикăра ĕҫлекен предприятисемпе организацисем пахалăх патне талпăнни пĕрре те иккĕлентермест», – тесе хыпарланă регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев.   2018 ҫулта Правительство премине «Хевел» предприяти тивĕҫлĕ пулнă, Раҫҫейри чи ăнăҫлă ĕҫлекен 11 организаци йышне кĕнĕ.   Вĕсен пахалăхĕ ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Кун пирки ĕҫ хутне РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Ҫавăн пекех пысăк премине маларахри ҫулсенче «Акконд» АО (2004 ҫулта),  Травматологи, ортопеди тата эндопротезировани федераци центрĕ (2014 ҫулта), «ЭЛАРА» АО (2015 ҫулта) илнĕ.  

Паян пленар ларăвĕнче Пĕтĕм Раҫҫейри пахалăх организацийĕн президенчĕ, «Стандарт тата качество» журналăн тĕр редакторĕ Геннадий Воронин тухса калаҫнă.  Вăл Чăваш Республики пирки ырă сăмахсем каланă, кулленех Раҫҫей шайĕнче пулакан пысăк мероприятисене ҫӳллĕ шайра йĕркеление палăртнă, регион пахалăх ыйтăвĕ ҫине чăнласах та тимлĕх уйăрнине ҫирĕплетнĕ.  Ахăртнех, ҫак ыйтăва ытти субъектсем питех тимлĕх уйăрманнине асăнса хăварнă, мероприятисем те иртмеҫҫĕ тенĕ вăл.  

Пахалăх пултăр тесен, технологине ҫĕнетсе пымаллине каланă Геннадий Воронов.  Ятарлă программăсемпе кулленех ĕҫлемелле тенĕ вăл сăмаха тăсса.  

Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те тарăн пăхса тухнă, кашнинпех тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.  Наци вулавăшĕнче паян тĕрлĕ уҫă калаҫусем йĕркеленĕ, специалистсем пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе паллашнă.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика