Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем
09.04.2018Христосӑн Ҫутӑ Чӗрӗлӗвӗ – Ҫветтуй Мӑнкунра Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти Таса Татиана Православи чиркĕвĕнче пулнă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев принял участие в Пасхальном богослуженииАка уйăхĕн 7-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче  çĕрле республикăри мĕнпур чиркӳсенче Аслă Турăмăра тав туса кĕлĕ иртнĕ. Православи тĕнне ĕненекен пиншер ҫын Христосӑн Ҫутӑ Чӗрӗлӗвӗ – Ҫветтуй Мӑнкун ячӗпе кĕлĕ вуласа ырă ĕҫ тунă. Ҫак аслӑ уяв пӗтӗм тӗнчене ырӑ ҫӗнтерни ҫинчен хыпарлать, ӗненекен кашни ҫын чӗрине чуна тасатакан ҫутăпа тул­тарать. Вăл савă­нăçпа шанчӑк парнелет, обществӑна нихӑ­ҫан ул­шӑнми хаклӑх­сем тавра пӗрлештерет, тăнăç­лӑхпа ҫу­ра­ҫу­лă­ха ҫирӗп­летме пулăшать.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе  Лариса Юрьевнăпа тата ывăлĕпе Иванпа  Шупашкарти Таса Татиана Православи чиркĕвĕнче пулнă.

Ҫурҫĕрти кĕлле ҫакăн пекех унпа пĕрле Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем: Леонид Черкесов, Анатолий Аксаков,  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев пуҫтарăннă. Ҫак Ҫветтуй уяв кунӗпе пурне те пӗтӗм чунтан Мӑнкунӑн ҫутă са­вă­нăçне, ырлăх, ҫураҫулăх, малашлӑха шан­чăк­лӑн пăхма, ҫирӗп сывлăх тата Турă пу­лă­шăвне туйма Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава пехилленĕ.

Мăнкун уявне Чăваш Наци телекуравĕ тӳрĕ эфирта халăха кăтартса пынă. 

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика