Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата ВФП вице-президенчĕ Игорь Горин «Всеобуч по плаванию в Российской Федерации» программăна пурнăҫа кĕртессине сӳтсе явнă
16.05.2019Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата ВФП вице-президенчĕ Игорь Горин «Всеобуч по плаванию в Российской Федерации» программăна пурнăҫа кĕртессине сӳтсе явнă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев и вице-президент ВФП Игорь Горин обсудили программу «Всеобуч по плаванию в Российской Федерации»Ҫу уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре пулнă. Унта регион Ертӳҫи шывра ишессипе ĕҫлекен Пĕтĕм Раҫҫейри федерацийĕн вице-президенчĕпе Игорь Горинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Етӳҫĕсем тĕлпулу вăхăтĕнче наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртессипе ҫыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă, Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин палăртнă тĕллевсем пирки канашланă.  Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри – кулленех спорта ҫӳрекенсен йышне 55 процента ҫитересси.

Игорь Горин хăйĕн сăмахĕнче РФ мĕнпур субъекчĕсем валли ведомствăсен хушшинчи, шывра ишме вĕренессипе ятарлă программа хатĕрленессине хыпарланă.  Программăна тĕпе хурса, ĕҫсем комплекслă пуласса та асăннă. «Всеобуч по плаванию в Российской Федерации» хушма программăпа килĕшӳллĕн, ачасене 7-8 ҫултанах ишме вĕрентесси уйрăмах пĕлтерĕшлĕ тесе палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май. Палăртнă ĕҫсем пĕтĕмпех пурнăҫа кĕрсен, ачасене мĕн ачаранах шывра ишме вĕрентсен, тен пуласлăхра тĕнче шайĕнче иртекен ăмăртусем валли тата та вăйлăрах спортсменсем хатĕрленесси те куҫкĕретех пулĕ.

Михаил Игнатьев калаҫу вăхăтĕнче хускатнă ыйтусем чăнласах та, питĕ пĕлтерĕшлĕ тесе хакланă.  Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн ĕҫ ушкăнĕнче тăратсан та вырăнлă тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Туризм, спорт енĕпе ĕҫлекен Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн ĕҫ ушкăнĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев та пур, шăпах та вăл унти хушма ушкăнăн ертӳҫи пулса тăрăшать.

Уҫă клаҫура ертӳҫĕсем Чăваш Республикинче ҫăмăл атлетикăпа халăх йышлăн хăйсен ăсталăхне туптаса пынине асăннă. Хыҫҫăн вара, ҫынсем ытларах шывра ишме кăмăллаҫҫĕ. Регионта пурĕ шывра ишме 81 бассейн хута янă.  Спорт шкулĕсенче те вăл объектсем ҫителĕклĕ, кулленех 3685 ача хăйсен ăсталăхне шывра ишессипе туптать, вĕсемпе пурĕ 59 тренер ĕҫлет.  

2011-2014-мĕш ҫулсенче республикăра «Эпĕ ишме пĕлетĕп» проект пурнăҫа кĕртнĕ. Шкул ачисем вăл ĕҫе хастар хутшăнни куҫкĕретех.  Чăваш Республикинчи 22 пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулсенче хушма программăсем сахал мар пурнăҫа кĕртсе пыраҫҫĕ. Кăтарту та ҫук мар, 2013-2014-мĕш ҫулсенче ачасем хушшинче ишме пĕлекенсен йышĕ 58 процента ҫитнĕ. 2018 ҫул кăтартăвĕсем тăрăх, регионта пурăнакансенчен: шкул ҫулне ҫитмен ачасем 15 процента ҫити ишме пĕлеҫҫĕ, шкул ачисем – 60 процент, 35-54 ҫула ҫитнисем – 25 процент, 55-79 ҫулхи хĕрарăмсем тата 60-79 ҫулхи арҫынсем хушшинчисем  те ҫак процентах ҫитнĕ. 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика