Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Олег Николаев Чӑваш Ен Общество палатин никĕсĕ ҫумĕнче социаллӑ проектсен Центрне йӗркелеме сӗннĕ
14.02.2020Олег Николаев Чӑваш Ен Общество палатин никĕсĕ ҫумĕнче социаллӑ проектсен Центрне йӗркелеме сӗннĕ

Олег Николаев предложил создать Центр социальных проектов на базе Общественной палаты Чувашии Нарăс уйăхĕн 13-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев регионти Обществăлла палатăн представителӗсемпе  ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ.

Тӗлпулӑва хутшӑнакансем республика территорийӗнче наци проекчӗсене пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене хускатнă. Республикӑра эрех-сӑра тата табак продукцийӗсен, кальян заведенийӗсен шутне чакарассипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене те тарăн пăхса тухнă.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан иртнӗ эрнере республикӑна "Урӑ Раҫҫей" федераци проекчӗн координаторӗ, паллӑ спортсмен Григорий Дрозд килсе кайни ҫинчен аса илтернĕ тата ҫамрӑксене хӑйсен пурнӑҫ ҫулне тупма пулӑшас тесе ҫак организаципе хутшӑнса ӗҫлемеллине каланă.

Унсӑр пуҫне вӑл Общество палатин членӗсене республикӑри коммерциллӗ мар организацисемпе хастарлӑрах ӗҫлеме чӗнсе каланă. Президент гранчӗсен фонд конкурсне хутшӑнма ĕҫ хучĕсене хатӗрленӗ чухне те пулӑшмаллине аса илсе хăварнă.

"Общество палатин икӗсӗнче социаллӑ проектсен Центрне пуҫарса ямалла. Унта активлӑ ҫынсен пысӑк пуҫарӑвӗсем пирки те сӳтсе явма меллĕ пулĕ.  Кунта республика ертӳлӗхӗпе тата правительствипе муниципалитетсен ӗҫне пĕрлештерсе пĕрле килĕшсе ĕҫлеме майсем туса памалла", - тенĕ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан.

Общество палатин членӗсен темиҫе пуҫарӑвӗ республикӑра туризма аталантарасси, истори асне сыхласа хӑварасси тата Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленесси пирки пынӑ. Олег Николаев ҫак  сĕнӳсене тарăн тишкермеллине чĕнсе каланă.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика