Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Шупашкарта Ҫемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалласа ирттернĕ уяв концертне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа килсе ҫитнĕ
08.07.2019Шупашкарта Ҫемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалласа ирттернĕ уяв концертне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа килсе ҫитнĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев с супругой в Чебоксарах посетили праздничный концерт в честь Дня семьи, любви и верностиУтă уйăхĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарта Анне Монуменчĕ умĕнче халăх нихҫанхинчен те ытларах пуҫтарăннă. Раҫҫей эстрада ҫăлтăрĕсем  Ҫемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалласа чаплă уяв концерчĕ лартса панă.   Кăҫал паллă пулăма Чăваш Енри пекех  Мускав, Мурманск, Санкт-Петербург хулисенче те анлă ирттернĕ.

Мероприятине Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе  Лариса Юрьевнăпа килсе ҫитнĕ.

Пухăннă ентешсене, килсе ҫитнĕ хăнасене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев чи кăмăллă та ăшă уявсенчен пĕринпе – Ҫемье, юрату тата шанчăклăх кунĕпе чун-чĕререн саламланă. 

Ҫемье – пирĕн юратнă асатте-асанне, кукаҫи-кукамай, атте-анне тата ачасем. Ҫемьере аслă ăрăва хисеплесси, ҫуралнă килпе Тăван ҫĕршыва юратасси, пĕлӳ тата ҫутăлăхпа савăнăҫ патне туртăнасси никĕсленет.

 Кăмăл-сипет, пĕр-пĕрне ăнланассипе пулăшасси, ҫемьешĕн тата пуҫланă ĕҫшĕн, йышăнусемшĕн яваплăха туясси, ҫывăх ҫынсене юратасси, Тăван ҫĕршыв патриочĕсене ҫитĕнтересси пирĕншĕн – йăлана кĕнĕ ҫемье хаклăхĕсем.

 Раҫҫейре тата Чăваш Енре ҫемье – йăхран йăха куҫакан культура тата ăс-хакăл пуянлăхĕ. Ҫемье кил ăшшине ялан упрамалла, вăл ĕҫе обществăлла организацисен, хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕпе ашшĕсен канашĕн витĕм кӳмелле.  

«Чăваш халăхне ҫутта кăлараканĕн Иван Яковлевăн сăмахĕсене аса илтерес килет: «Ҫемйĕрсене лайăх пăхса усрăр: ҫемье вăл – халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ. Ҫак пурлăха сыхласа пурăнăр. Ҫемьен лăпкă пурнăҫĕ пире пурнăҫ хыттинчен хӳтĕлесе тăрать. Килĕштерсе тĕреклĕ тăракан ҫемьешĕн катаран килекен пурнăҫ синкерĕсем хăрушă мар», – тесе тепĕр хут аса илсе хăварнă регион Пуҫлăхĕ. Уяв вĕҫленес умĕн, артистсене, мероприяти йĕркелӳҫисене регионта пурăнакансене чаплă пулăм парнеленĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.

   Социаллă культура пуҫарăвĕсен фончĕн генеральнăй директорĕн ҫумĕ Денис Садовников Фондăн президенчĕн Светлана Медведева ячĕпе Чăваш Енре пурăнакансене ăшшăн саламланă. «Ҫынсен ăс-хакăл тĕнчи,  тавра курăмлăхĕ шăпах та, ҫемьере туптанать. Ҫирĕп ҫемьесене пула, Раҫҫейре тăнăҫлăх хуҫаланать. Тĕрлĕ халăх ҫыннисем пĕр-пĕринпе килĕшсе туслă пурăнаҫҫĕ», – тенĕ вăл.   

Михаил Игнатьев тата Денис Садовников Чăваш Енри туслă килĕштерсе 25 ҫул е ытларах та пурăнакан 45 ҫемьене «За любовь и верность» медаль парса чысланă.  

Пурне те юрату, тăнăҫлăх, ырă малашлăх сунса Чăваш Енри Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Алевтина Федорова, Чăваш Республикинчи Ашшĕсен канашĕн председателĕ Алексей Мурыгин ăшшăн саламланă.

Уяв программинче Раҫҫейри паллă юрăҫисем: Александр Добронравов, Афина, Сергей Любавин, Сергей Войтенко, Дмитрий Прянов, Дина Мигдал, Светлана Питерская, Story ушкăн, Макс Лидов, Алиса Салтыкова, Катя Ростовцева, «Ярмарка» ушкăн пулнă. Пурне те  «Звезда Радио Родных Дорог» статуэткине хаваслă лару-тăрура парса чысланă, Чăваш Республикин Культура министерствин тав ҫырăвĕпе хисеп тунă ертӳҫĕсем.     

Фоторепортаж  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика