Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Аслă экономика канашĕ регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн Комплекслă программăн проектне хатĕрленĕ
24.04.2020 Чăваш Республикин Аслă экономика канашĕ регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн Комплекслă программăн проектне хатĕрленĕ

Высший экономический совет Чувашской Республики представил проект Комплексной программы социально-экономического развития регионаАка  уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев  Чăваш Республикинчи Аслă экономикăн канашĕн ларăвне ирттернĕ.  Канашлăва пухăннисем республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн  Комплекслă программин проектне сӳтсе явнă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан пулса ĕҫлеме тытăнсанах Олег Николаев Чăваш Ене кризисран тухма витĕм кӳрекен ятарлă программа йышăнмалли пирки сăмахланăччĕ. Ҫирĕп йĕркепе, кирлĕ пек ĕҫ хутне пăхса тухса йышăнмаллине, ăна пурнăҫа кĕртессипе пурин те тухăҫлă ĕҫлесе пымаллине асăннăччĕ. Шăпах та, Олег Николаев пуҫарăвĕпе регионта Аслă экономика канашĕ ĕҫлеме пуҫларĕ.

Канаш членĕсем регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономикине аталантарма май паракан Комплекслă плана йĕркелеме витĕм кӳрсе пыраҫҫĕ.  

Палăртса хăваратпăр, программăна хатĕрлеме федераци тата регионти чи сумлă та пысăк профессионалсене явăҫтарнă.  Ҫитес пиллĕк ҫул валли пулакан программа республикăна вăй-хăват кӳресси никама та иккĕлентермест.

Программăна 2020 ҫулта пуш уйăхĕнче хатĕрлеме пуҫланă.

«Ҫĕртме уйăхĕнче  хăватлă программăн хатĕрленсе ҫитмелле. Хыҫҫăн тӳрех, ăна йышăнсан, ĕҫе пурнăҫа кĕртессишĕн вăй хума тивет пурсăмăрăн та.  Пирĕн тĕллев, регионăн экономикине ӳстерсе пырасси, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатасси», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, финанс ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн Председателĕ, Аслă экономикăн канашĕн Председателĕ Анатолий Аксаков хăйĕн сăмахĕнче ҫĕршыври йывăр лару-тăрăва пăхмасăрах, программăна хатĕрлес ĕҫ питĕ тăрăшуллăн пулса пынине пĕлтернĕ.  Кашни ĕҫ хутне тĕплĕн тишкерсе тухнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.   Сахал мар ĕҫлĕ тĕлпулусем ирттернĕ, банк тытăмĕнче вăй хуракансемпе те уҫă калаҫусем йĕркеленĕ, «Яндекс» компанийĕн представителĕсемпе те чылай тĕлпулусем ирттернĕ тесе хыпарланă сумлă ертӳҫĕ.  Чăваш Енре проектсене пурнăҫа кĕртес тĕлĕшпе тĕплĕ калаҫусем пулнă тесе асăннă вăл сăмах май.

Хальхи вăхăтра регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне аталантарассипе йышăнакан Комплекслă программăна тĕрлĕ сӳнӳсене кĕртсе пырассипе ĕҫленине каланă ертӳҫĕ.  Ку ĕҫе Аслă экономикăн канашĕн членĕсен кăна хастар пулмалла мар, мĕнпур бизнес пĕрлешӳсенче тăрăшакансем те хутшăнсан питĕ вырăнлă пулнă пулĕччĕ тенĕ сăмаха ҫавăрса. Тепре чухне ахаль ҫынсем те витĕмлĕ те тарăн сĕнӳсем параҫҫĕ тенĕ вăл.

«Международный центр развития регионов»  АХО генеральнăй директорĕ Игорь Меламед хăйĕн сăмахĕнче тĕрлĕ ертӳҫĕсем  Комплекслă программăна паянхи куна пурĕ 100 яхăн  чаплă сĕнӳсем тăратнине хыпарланă.

Сăмах май, республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕнчи хăш-пĕр ҫитменлĕхсем пирки тĕплĕн каласа кăтартнă.  Регионăн пуласлăхĕ пирки чарăнса тăнă, аталану ҫул-йĕрĕ ҫинчен те каласа хăварнă.  Йывăр лару-тăрусенчен тухмалли хăш-пĕр самантсем ҫинчен те чарăнса тăнă. Енчен те йывăрлăхсене ҫийĕнчех парăнтарсан, регион чылай малалла пысăк утăмсемпе кайма пултарать тенĕ ертӳҫĕ.

Ларура паян банк тытăмĕнче вăй хуракансем те хăйсен паха сĕнĕвĕсемпе паллаштарнă, бизнесра ĕҫлекенсем вара аталану ҫул-йĕрĕсем пирки чарăнса тăнă.

«Машиностроительно-индустриальная группа «Концерн «Тракторные заводы» ТМЯО генеральнăй директорĕ Андрей Водопьянов республика Правительствине ырланă, пĕчĕк тракторсем калăплассипе ĕҫлекен производство хута яма хатĕрленĕ проекта витĕм кӳнĕшĕн тав тунă. «Проектпа курăмлă ĕҫлесе пыратпăр, палăртса хунинчен ĕҫ чылай маларах та пулса пырать», - тенĕ вăл.     

Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин йышăнăвне тĕпе хурса, Чăваш Республикинче пĕчĕк тракторсем калăплассипе ҫĕнĕ производство уҫасшăн. Тракторсен завочĕ ыйтупа ҫине тăрсах ĕҫлет.  Концерн производство ĕҫне йĕркелесе ярассишĕн ырми-канми тăрăшать. Кирлĕ техника ял хуҫалăх пайĕнче усă курма питĕ меллĕ пулĕ.

Ҫĕршывра коронавирус алхаснине кура, лару-тăру йывăрланать. Апла пулсан, пăтăрмахсенчен тухма май паракан ҫăмăллăх условийĕсем пирки те чарăнса тăнă паянхи канашлура.  Пирĕн регионта сахал мар патшалăх енчен ҫăмăллăхсем йышăннă. Калăпăр, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев пуҫарăвĕпе налук енĕпе самай пулăшу пур.  Вак тата вăтам предпринимательлĕх вăл условисемпе питĕ кăмăллă пулни те никамшăн та вăрттăнлăх мар.   

Лару ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, Олег Николаев паха сĕнӳсемпе пулăшнăшăн, регионшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сӳтсе явнăшăн тав тунă канаш членĕсене. «Хамăр валли йышăннă хăш-пĕр тĕллевсем, паянхи сĕнӳсемпе шăпах та тӳр килсе тăраҫҫĕ. Ку та питĕ аван. Апла пулсан, эпир пĕр-пĕрне ăнланса килĕшсе ĕҫлени куҫкĕретех.  Экономика аталанăвне вăйлатассипе ҫыхăннă ыйтусем ҫивĕч, вĕсене пурнăҫа кĕртессишĕн тăрăшуллă ĕҫлеме тивет. Умри тĕллевсене тата та пысăкрах анлăлатмалла, халăх пурнăҫне ырă енне куҫарассишĕн яваплăха туйса ĕҫлемелле», - тенĕ вăл.   

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Чăваш Республикин Экономика министерствине, Промышленноҫпа суту-илӳ министерствине, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацине предприятисемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме хушнă, муниципалитетсене те ҫак ĕҫе хастартарах хутшăнма чĕнсе каланă.

Республикăн экономикине пысăк хăват кӳрекен предприятисене ытларах та ытларах ҫак ĕҫе хутшăнма сĕннĕ.  «Эпир Чăваш Енре ĕҫлекен пысăк предприятисемпе ĕҫлĕ ҫыхăнура тăтăшах.  Хамăр ума лартакан тĕллевсене пурнăҫа кĕртесси шăпах та, предприятисемпе тачă ҫыхăнса ĕҫленинчен нумай килет.  Халăх та ҫакна лайăх ăнланать, пурнăҫа ырă енне куҫарса пырассишĕн пĕтĕм кăмăлпа ĕҫлет», - тенĕ вăл.     

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика