Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Раҫҫей чукун ҫулĕ» АУО филиалĕн – Чул хула чукун ҫулĕн пуҫлăхĕпе Анатолий Лесунпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ
18.05.2018Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Раҫҫей чукун ҫулĕ» АУО филиалĕн – Чул хула чукун ҫулĕн пуҫлăхĕпе Анатолий Лесунпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Ҫу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Раҫҫей чукун ҫулĕ»  АУО филиалĕн – Чул хула чукун ҫулĕн пуҫлăхĕпе Анатолий Лесунпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Уҫă калаҫăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Республикин транспорт министрĕ Владимир Иванов, Раҫҫей МЧСĕн Чăваш Енри Тĕп Управленийĕн  пуҫлăхĕ Станислав Антонов,  «Раҫҫей чукун ҫулĕ» АУО филиалĕн Чул хулари пуҫлăхĕн ҫумĕ Александр Черемнов, «Содружество» АО генеральнăй директорĕ Азат Ахметшин, Шупашкарти чукун ҫул станцийĕн ертӳҫи Владимир Никифоров хутшăннă.

Михаил Игнатьев Чăваш Ене килнĕ ертӳҫĕне тав тунă, пирĕн региона тимлĕх уйăрнăшăн мухтанă, Чул хула чукун ҫулĕпе ҫыхăнса ĕҫлени субъектшăн пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. «Эпир кашни ҫулах тĕлпулусем ирттеретпĕр, тĕрлĕ ыйтусене тарăн сӳтсе яватпăр. Халăхăн кăсăклă ыйтăвĕсене тишкеретпĕр, кирлĕ пек йышăнусем туса хăваратпăр», - тенĕ регион Пуҫлăхĕ.

Анатолий Лесун юлашки ҫулсенче чăнласах та йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене самай татса панине ҫирĕплетсе каланă. «Ҫаксем шăпах та, пĕрле тухăҫлă килĕшсе ĕҫленине ҫирĕплетеҫҫĕ», - тенĕ хăна.

Пĕр пухăннă пек чухне ертӳҫĕсем чукун ҫул ыйтăвĕсем пирки тарăнрах чарăнса тăнă. Объектсем ҫинче кирлĕ пек ятарлă хатĕрсем пуррипе ҫукки ҫинчен те канашланă. Калăпăр, фотовидеосăнавсем ҫителĕклĕ пулмаллине асăрхаттарнă, ҫул-йĕр правилисене пурин те ҫирĕп пăхмаллине чĕнсе каланă.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен предприятийĕсем «Раҫҫей чукун ҫулĕ» АУО тачă ҫыхăнура пулнине асăннă, РФ Президенчĕн Указне пурнăҫа кĕртес тĕлĕшпе тата та ҫĕнĕ ĕҫлĕ ҫыхăнусем сарăлассине шанса каланă.  

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика