Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Чăваш Республикинчи агропромышленноҫ комплексне аталантарассипе ҫыхăннă ыйтусемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ
18.06.2020Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Чăваш Республикинчи агропромышленноҫ комплексне аталантарассипе ҫыхăннă ыйтусемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ

Олег Николаев: защита интересов сельхозтоваропроизводителей требует системного подходаҪĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев  Чăваш Республикинчи агропромышленноҫ комплексне аталантарассипе ҫыхăннă ыйтусемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ.  Уҫă тĕлпулу Чăваш патшалăх ял хуҫалăх академийĕнче  пулнă.  

Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн Комплекслă программине кĕртнĕ ыйтусем пирки те сӳтсе явнă канашлăва пухăннисем,  Экономикăн аслă канашĕ ҫĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче презентацилессине палăртса хăварнă.

«Международный центр развития регионов»  АХО генеральнăй директорĕ Игорь Меламед палăртнă тăрăх, пиллĕк ҫуллăха йышăнакан программăра АПК енĕпе ҫыхăннă ĕҫсем пысăк вырăн йышăнаҫҫĕ.  

«Стратегиллĕ программăна АПК енĕпе 163 проект кĕртнĕ. Пĕтĕмпе 2020-2025-мĕш ҫулсем валли 20 млрд тенкĕ ытла укҫа тăкаклама пăхса хăварнă. Республикăри мĕнпур муниципалитетсенче программăсене пурнăҫа кĕртесси те планра пур.  2025-мĕш ҫулсем валли 5,5 пин ытла ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕ хатĕрленĕ. Вĕсене валли вăтам ĕҫ укҫине 29 пин тенкĕ тума палăртнă», - тесе ҫапларах каланă Игорь Меламед.  

Тепĕр йывăрлăх кăларса тăратакан ыйту пирки те чарăнса тăнă вăл. Ялсенче ытларах ватăсем пурăнаҫҫĕ, апла пулсан «Ялти ҫамрăксем» проект хатĕрлесен вырăнлă пулнă пулĕччĕ тенĕ  ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май. 

Канашлăва пухăннисем ял хуҫалăх валли уйăрнă ҫĕр лаптăкĕсене пусă ҫаврăнăшне кĕртессине те анлăн сӳтсе явнă, хамăр тăрăхра тирпейленсе тухакан тавар ҫаврăнăшне ӳстерсе пырасси пирки чарăнса тăнă.  

«Ял хуҫалăх пайĕнчи ыйтусемпе тимлекен ятарлă ĕҫлĕ канаш йĕркелесе ярсан аван. Вĕсем тен проектсене пурнăҫа кĕртессине те  витĕм кӳрĕҫ. Таварсене ытларах сутма условисене хатĕрлеме те пулăшма пултарĕҫ», - тенĕ вăл.

«Паянхи пурнăҫ таппинче паха ҫимĕҫ, экологи тĕлĕшĕнчен таса таварсем яланах халăхшăн пĕлтерĕшлĕ.  Сывă апат сывлăхшăн усăллине пурте лайăх ăнланаҫҫĕ.  Рынокра та пахалăх енчен ҫӳллĕ шайра тăракан таварсене халăх ытларах ыйтни куҫкĕретех. Пирĕн хальлĕхе ĕҫлемеллисем тата та пур-ха», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.  

Ку сăмахсене Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков та ырланă. «Чăваш Енĕн темиҫе бренд та пулмалла.  Вĕсенчен пĕри шăпах та, экологи тĕлĕшĕнчен паха апат-ҫимĕҫ таварĕсем.  Вĕсем пирки ҫĕршыври мĕнпур ҫынсен пĕлмелле.  Вăл бренда пирĕн пĕрле пуҫарса йĕркелесе ямалла», - тенĕ вăл.

Канашлура Чăваш Республикинчи чи ăнăҫлă ĕҫлесе пыракан хуҫалăхсем пирки презентаци иртнĕ.  

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика