Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Шупашкарти Ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх керменĕнче «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕ старт илнĕ
19.02.2018Шупашкарти Ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх керменĕнче «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕ старт илнĕ

Ежегодный благотворительный марафон «Именем детства, во имя детства» объявлен открытымНарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче, Шупашкарти Ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх керменĕнче «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕ старт илнĕ. Чăваш Енре ҫак марафона уҫнă ятпа Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă, вăл ҫак марафон йĕркелӳ комитечĕн председателĕ шутланать. «Ыр кăмăллăх марафонĕ пире ырă ĕҫсем тума хистет», - тесе палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Регионти мĕнпур предприятисемпе организацисем ҫак пухмача хăйсен кăмăлĕпе укҫа-тенкĕ куҫарса параҫҫĕ. «Кашни тенки ачасен пурнăҫне илемлетес тĕлĕшпе тĕллевлĕн тăкакланать», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.   

Республикăри Ача-пăча фончĕн Председательне Юрий Кислова ҫак ырă пуҫарăва тытса пынăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  Патшалăхăн социаллă политики ачасен пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлата пырасси пулнине асăннă Михаил Игнатьев.

«Эпир, аслисем, ачасем пирĕн пулăшăва лайăх туйнине чухлатпăр. Айтăр-ха, пĕрле пухăнса пĕр шухăшлă пулса ачасене ырă ĕҫсем йĕркелесе паратпăр. Вĕсене витĕм кӳме тăрăшар. Енчен те ҫак ĕҫе кирлĕ пек пурнăҫласа пырсан, Чăваш Енре пурăнакан ачасен сăн-пичĕсем ҫинчен кулă каймĕ, вĕсем телейлĕрех те пулĕҫ», - тенĕ  сăмаха пĕтĕмлетсе регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Республика Пуҫлăхĕ регионта ачасене ырă тăвас тесе ҫулсерен пысăк ĕҫсем тунисене патшалăх наградисене парса чысланă.  Шупашкар хулинче Калинин администрацийĕнче тăрăшакан Валентина Иванова нумай ҫулсем хушши тава тивĕҫлĕ ĕҫсем туса пынăшăн, Чăваш Республикин Хисеп грамотине парса чысланă.  Обществăлла ĕҫре активлă пулнăшăн, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Тав ҫырăвне Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче тăрăшакан Людмила Кадикина тивĕҫнĕ.  

Кăҫал Чаш Енри Ача-пăча фончĕ йĕркеленсе кайнăранпа 30 ҫул ҫитнĕ.   Фонд Председателĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Кислов хăйĕн сăмахĕнче юлашки 5 ҫул хушшинче ҫак фонд пĕтĕмпе   40,6 млн ытла пухмача пухнине пĕлтернĕ, республикăри ачасем ҫак пулăшăва тивĕҫнине асăннă.  

Юрий Кислов Раҫҫей, Чăваш Ен Правительстви ачасем ҫине пысăк тимлĕх уйăрнине каланă. «Ҫак марафон урлă эпир халăхăн кăмăл-туйăмне лайăх енне куҫарма тăрăшатпăр.  Ҫулсерен Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Михаил Игнатьевăн витĕмлĕхĕпе ҫак ĕҫсем лайăх пулса пыраҫҫĕ», - тенĕ вăл.  

Ҫак паллă кун марафона уҫма Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, республикăри ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем пуҫтарăннă.  Ҫак ĕҫе чи малтан пуҫарса яракана, РФ тава тивĕҫлĕ культура ĕҫченне Валентина Андреевна Ивановăна мухтаса тав сăмахĕсем каланă.

Чăваш Енри Ачасен фончĕн йĕркелӳҫисене ҫакăн пекех тав туса Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Канашĕн пайташĕ Константин Косачев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, Коми Республикин Пуҫлăхĕ Сергей Гапликов тав ҫырăвĕсем янă. Торжествăлла лару-тăрура «Раҫҫейри ача-пăчасен фончĕ» регионти уйрăмĕ  пултаруллă ачасене стипенди илнине ҫирĕплетекен свидетельство парса чысланă.  30 ҫул хушшинче пĕтĕмпе 210 ача ҫак хисепе тивĕҫнĕ.

Республикăри предприятисемпе организацисене ҫулсерен пысăк тĕрев панăшăн фонд мухтаса тав сăмахĕсем каланă.   Хисепе тивĕҫнисем: Шупашкарти 2-мĕш №-лĕ ҫăкăр завочĕ, Раҫҫей Перекет банкĕн регионти уйрăмĕ,  «Отделфинстрой», «Россельхозбанк», «АККОНД», «Водоканал», «Биологические очистные сооружения», «Газпром межрегионгаз», «ТУС» строительство организацийĕ, «Чувашторгтехника»  тата ыттисем те. Марафона пула, регионти сахал тупăшлă йывăр ҫемьесенче ӳсекен ачасем ҫулсерен питĕ пысăк пулăшусене тивĕҫеҫҫĕ.  Вĕсен пурнăҫне самай ҫăмăллатма витĕм кӳрет ҫак марафон. Ытларах сусăр ачасем ҫак пулăшăва тивĕҫни куҫкĕретех. Сиплев учрежденийĕсене валли медицина хатĕрĕсене туянаҫҫĕ.  Вĕренӳ учрежденийĕсем валли тĕрлĕ ятарлă хатĕрсем: кĕнекесем, сĕтел-пукансем илеҫҫĕ.  

Ыр кăмăллăх марафонĕн пухмачне предприяти-организаци, уйрăм çынсем кăна мар, бизнес представителĕсем те хăйсен сумлă тӳпине хывасси иккĕлентермест.

Сăваплă акцие кашниех хутшăнма пултарать - «Раççей ача-пăча фончĕн» регион уйрăмне (Шупашкар хули, Петров урамĕ, 7-мĕш çурт) пымалла е (8352) 62-89-42 телефонпа шăнкăравламалла. Укçана марафон счечĕ çине куçарма юрать. Унăн реквизичĕсем,

ЧРО ООБФ «Российский детский фонд»

ИНН 2128005408/КПП213001001

Р/с 40703810075220160067

в Чувашском ОСБ № 8613 г.Чебоксары

БИК 049706609, кор/с

30101810300000000609

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика