Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Патшалăхăн паллă ĕҫченĕ, тăван ҫĕршывăн аслă вăрҫине хутшăннă Астапов Леонид Игнатьевича халалласа асăну хăмине уҫнă
04.03.2019Патшалăхăн паллă ĕҫченĕ, тăван ҫĕршывăн аслă вăрҫине хутшăннă Астапов Леонид Игнатьевича халалласа асăну хăмине уҫнă

В Чебоксарах открылась мемориальная доска государственному и общественному деятелю Леониду Игнатьевичу Астапову Пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче Шупашкарта 1960-2000-мĕш ҫулсенче пурăннă  ҫуртра патшалăхăн паллă ĕҫченĕ, тăван ҫĕршывăн аслă вăрҫине хутшăннă Астапов  Леонид Игнатьевича халалласа асăну хăмине уҫнă.

Паллă пулăма Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн ҫумĕ Юрий Кислов, Чăваш Енри АПК ветеранĕсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Петр Ивантаев, аслă ҫулсенчи ватăсем, студентсем, хăнасем, паллă ентешĕмĕрĕн тус-тăванĕсем, Шупашкарта пурăнакансем чылайăн пухăннă.    

Мероприятине пуҫланă май, Петр Ивантаев Леонид Игнатьевичăн шăпипе паллаштарнă, кун-ҫулĕ пирки кĕскен каласа хăварнă, унăн паллă ĕҫĕсем ҫинчен чарăнса тăнă, регионта сахал мар пысăк объектсене уҫма витĕм кӳнине палăртнă. Хăй вăхăтĕнче пулнă ҫитĕнӳсенче паллă ентешĕмĕрĕн тӳпи самай тесе хакланă вăл.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев хăйĕн сăмахĕнче, республикăра Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи Ваттисен канашĕпе пĕрле сумлă ватăсем час-часах канашлусем ирттернине, пĕр-пĕринпе уҫҫăн калаҫса, вĕсен сĕнĕвĕсене шута илсе курăмлă мероприятисем йĕркелесе пынине асăннă. Чăваш Республикине аталантарма самай тӳпе хывнисене палăртса, асăну хăмисене уҫнине, вĕсен ырă ячĕсене ĕмĕр асра тытнине пĕлтернĕ.

«Леонид Игнатьевич Астапов ҫуралнăранпа 100 ҫул ҫитнине палăртса паян пухăнтăмăр. Ăна халалласа асăну хăми уҫатпăр. Палăртмалла, шăпах та пулăм ваттисене асăнмалли кунпа тӳр килчĕ», тесе шухăша палăртнă Юрий Васильев.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн ҫумĕ Юрий Кислов хăйĕн сăмахĕнче ертӳҫĕ чăнласах та, республика пуласлăхĕшĕн чылай тăрăшнине, вăл ĕҫленĕ предприятире яланах тирпейлĕх хуҫаланнине ҫирĕплетнĕ, унăн юлташĕсем те ҫакнах каланине хыпарланă.   

Митингра ытти хăнасем те тухса калаҫнă, ентешĕмĕрĕн ырă ĕҫĕсене палăртнă, тĕслĕх вырăнне илсе кăтартнă.

Леонид Игнатьевич Астаповăн ывăлĕ Александр Леонидович Астапов. Хăйĕн ашшĕне ҫакăн пек чыс туса пухăннăшăн, ырă ятне ҫӳле ҫĕкленĕшĕн тав тунă.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика