Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи Ваттисен канашĕн ларăвне ирттернĕ
24.01.2020 Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи Ваттисен канашĕн ларăвне ирттернĕ

Михаил Игнатьев встретился с членами Совета старейшин при Главе Чувашской РеспубликиКăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи Ваттисен канашĕн ларăвне ирттернĕ.

Паллă пулăма Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев, Чăваш Республикин Пуҫлăхăн Администрацийĕн Ертӳҫин ҫумĕ Валерий Филимонов хутшăннă.

Тĕлпулăва пухăннисем Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Федераци Пухăвне ҫулсерен тухнă Ҫырăва тĕплĕн сӳтсе явнă.

«Ҫырура РФ Президенчĕ халăха упрасси пирки тĕплĕн палăртса хăварнă. Республикăра социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пурнăҫа кĕртсе хăварма, патшалăх енчен тĕрев куҫарма ҫителĕклĕ таран укҫа бюджетра уйăрса хăварнă. 2020 ҫулта федераци енчен хушма пулăшу куҫать, кăтарту 5 млрд ҫитет. 2021-мĕш ҫулта унăн виҫи 7 млрд ҫитесси паллă. Укҫа пĕтĕмпех ҫемьесене упрама, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатма тăкакланасси куҫкĕретех», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Ача ҫураласлăхĕн кăтартăвĕ ӳсессе те шанатпăр, нумай ачаллă ҫемьесем тата та ытларах пуласси паллă. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи Ваттисен канашĕн председателĕ Лев Кураков социаллă ыйтусем ҫине тимлĕх уйăрнине ырланă. 

Уҫă калаҫăва пухăннисем Раҫҫей Федерацийĕн Конституцине ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварнине те тĕплĕн сӳтсе явнă. РФ Президенчĕ сĕннĕ сĕнӳсем чăнласах та, халăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă канашăн членĕсем.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Президенчĕ Владимир Владимирович Путин регионсене сывлăх сыхлавне вăй илтерсе аталантарса пыма хушма тĕрев панине хыпарланă, федераци хыснинчен регионсене  550 млрд куҫарма йышăну тунине те пĕлтернĕ. Юлашки пиллĕк ҫул хушшинче ФАПсем тĕпрен ҫĕнелĕҫ, вĕсен пурлăхпа техника бази, хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан медицина хатĕрĕсемпе пуянланасси те куҫкĕретех.  

Тĕлпулăва пухăннисем Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Патшалăх Канашне ҫулсерен тухма хатĕрленекен Ҫыру пирки те сăмах пуҫарнă.  «Эпир хамăр енчен, ытларах ҫамрăксем патне тимлĕх уйăрма чĕнсе калатпăр. Вĕсем шăпах та, пирĕн пуласлăх. Ҫамрăксем пуҫаруллă, вĕсен тавракурăмлăхĕ те анлă, ҫĕршыв хăватлă аталанса пытăр тесе ырми-канми ҫĕнĕлĕхсене тĕпе хурса ĕҫлеме пикенни те куҫкĕретех. Эпир те вĕсене хамăрăн паха ĕҫ опытне вĕрентсе хăварма яланах хатĕр. Ҫамрăксен политики яланах приоритетра пулмалла», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Лев Кураков.  

Пĕр пухăннă пек чухне, аслă ăру ҫыннисем Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 75 ҫул ҫитнине те уйрăммăн палăртса каланă, Чăваш автономи облаҫне 100 ҫул ҫитнине палăртса хатĕрленсе пыракан мероприятисем пирки те тĕплĕн сӳтсе явнă. Сăмах май, Шупашкарти пĕр урама Чăваш патшалăх университечĕн пĕрремĕш ректорĕ Семен Сайкин ятне пама ыйтнă республика ертӳлĕхĕнчен вĕсем.    

Республика Пуҫлăхĕ аслисем палăртнă шухăша ырланă. Ваттисене, пурнăҫ тапхăрне кирлĕ пек витĕм кӳрсе пынăшăн мухтаса ăшă сăмахсем каланă. Малашне те республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне кирлĕ пек шайра аталантарса пыма тĕрлĕ сĕнӳсемпе пулăшу кӳме чĕнсе каланă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи Ваттисен канашĕн пайташĕсем Михаил Васильевич Игнатьева хăйсем патне ҫакăн пек пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă, малашне те пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пыма шантарса хăварнă. 

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика