Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  «Трактор завочĕ» Концерн предприятийĕсен малашлăхра ӳсĕм пысăк пуласси паллă
09.11.2017«Трактор завочĕ» Концерн предприятийĕсен малашлăхра ӳсĕм пысăк пуласси паллă

 Чӳк уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикине ĕҫлĕ визитпа «Трактор завочĕ» Концерн предприятийĕсенчи социаллă пурнăҫпа экономика лару-тăрăвне мониторинг туса тăракан ĕҫлĕ ушкăн килсе ҫитнĕ.

Концерн предприятийĕсенчи ĕҫсене тишкерӳ тунă хыҫҫăн, «Промтрактор» АУО, «Промтрактор-Промлит» ТМЯО, «Чебоксарский агрегатный завод» АУО тăрăшакансемпе курнăҫнă майăн, паян вĕсем Чăваш Республикин Пуҫлăхĕпе Михаил Игнатьевпа та тĕл пулнă.   Тĕплĕ калаҫăва «Банк развития и внешнеэкономической деятельности (Внешэкономбанк)» ГК Председателĕн ҫумĕ Петр Золотарев, «Ростех»  ГК  индустри директорĕ Сергей Абрамов, «Компания корпоративного управления «Концерн «Тракторные заводы»  ТМЯО генеральнăй директорĕ Альберт Баков хутшăннă.

Сергей Абрамов хăйĕн сăмахĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин тата Раҫҫей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев, «Ростех», Тулашэкономика банкĕ хушăвĕпе килĕшӳллĕн,   Шупашкарти тракторсем кăларакан заводăн шăпине, унти ĕҫ-пуҫа ҫивĕч тĕрĕслесе тăнине пĕлтернĕ.

«Тракторсем кăларакан заводра пысăк профессионалсем пулнине хамăр курса ĕнентĕмĕр. Пуласлăх та ҫак заводăн пысăк.  Эпир пурсăмăр та пĕрле килĕшсе йышăннă проектсем пурнăҫа ăнăҫлăн кĕрсе пырассине ĕненетпĕр.  Тĕп тĕллевсенчен пĕри – промышленноҫа хăватлантарасси, производство таварĕсен калăпăшне ӳстересси, предприятисене пĕр тикĕс аталантарасси, социаллă ыйтусене туллин тивĕҫтересси», - тенĕ вăл.  

«Трактор завочĕ» Концерн предприятийĕсен малашлăхра ӳсĕм пысăк пуласси паллă. Кун пирки ҫирĕппĕн каланă Петр Золотарев. «Социаллă ҫирĕплĕхе упраса тытса пырасси паха. Ҫынсем пуласлăх пирки шаннине пăрахăҫлаттарма юрамасть. Тракторсем кăларакан завод ертӳлĕхĕ йышăнакан ыйтусене пĕрле ăнланса татса пама пĕлни те вырăнлă», - тенĕ вăл хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетсе.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче паянхи пурнăҫ таппинче предприятисенче ĕҫлекенсене упраса хăварасси, вĕсене ĕҫпе тивĕҫтересси тесе пĕтĕмлетнĕ калаҫăва.

Актуаллă ыйтусене тĕплĕнрех Чăваш Енри «Трактор завочĕ» Концерн организацийĕсенчи лару-тăрăва тишкерекен ĕҫ ушкăнĕн ларăвĕнче чылай сӳтсе явнă. 

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика