Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «МолГород-2019» ҫамрăксен форумне хутшăннă
10.06.2019Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «МолГород-2019» ҫамрăксен форумне хутшăннă

В Чувашской Республике открылся XI Молодёжный форум «МолГород-2019», где ожидается около полутора тысяч участниковҪĕртме уйăхĕн  9-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «МолГород-2019» ятлă ҫамрăксен форумне хутшăннă. Кăҫалхипе ҫак мероприяти вунпĕрмĕш хут иртет.

Форум ĕҫне пухăннисене, ҫамрăк яш-кĕрĕме чи малтан Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă, чăнласах та пĕлтĕр палăртнă мероприяти ҫав тери ҫӳллĕ шайра иртнине, ҫамрăксемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине ҫирĕплетсе каланă. Форума Чăваш Енри çеç мар, Раççейĕн ытти регионĕнчи хастар та пуçаруллă çамрăксем те чăтăмсăррăн кĕтнине палăртнă. "Сире пурне те пурнăçри çулăра тупас, хăвăра туллин кăтартас, тăван çĕршыва усă кӳрес ĕмĕт-тĕллев пĕрлештерсе тăрать. Атăл хĕрринче ирттерекен кунсем сирĕн асăрта нумайлăха юлĕç», – тенĕ хăйĕн сăмахĕнче регион Пуҫлăхĕ.

«Форум вăхăтĕнче эсир бизнесра ăнăçу тăвакансемпе, политика тата общество деятелĕсемпе, тĕрлĕ сферăри специалистсемпе тĕл пулатăр. Пĕр-пĕринпе хутшăнса туслă çыхăнусем йĕркелетĕр. Çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ, ку вăл сире малашне те кирлĕ пулĕ. Кунта пухнă пĕлӳпе, опытпа практикăра усă курсан эсир ăнăçлă çынсем пулма пултаратăр", – тенĕ республика Пуçлăхĕ пурне те хастарлăх, çĕкленӳллĕ кăмăл-туйăм суннă май.  «Иртнĕ ҫулсенче Молгорода хутшăннă кашни ҫын хăйне тивĕҫлĕ ĕҫ вырăнĕ тупнă. Вĕсем пысăк твракурăмлă, ĕҫ укҫине те самай илеҫҫĕ», – тесе сăмаха ҫавăрса вăл.

Ҫамрăксен политикине тĕрев парасси патшалăх влаҫĕнче ĕҫлекенсен тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри пулнине асăннă регион Пуҫлăхĕ. «Вĕренӳ пайне ҫав тери пысăк укҫа тăкакланать. Чăваш Ен пуласлăхĕ ҫамрăксенче. Мĕн чухлĕ ытларах ҫамрăк хăйсен ăсталăхне туптаса пырать, каярах вĕсем ĕҫе те туххăмрах вырнаҫма пултарайраҫҫĕ», – палăртнă регион Ертӳҫи.

Ҫамрăк яш-кĕрĕме РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Николай Малов тата Леонид Черкесов, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев саламланă.

Официаллă пай вĕҫленнĕ хыҫҫăн, Михаил Игнатьев ҫамрăксемпе уҫă клаҫу ирттернĕ, вĕсене кăсăклантаракан ыйтусем ҫине хурав панă.

Йĕркелӳçĕсем палăртнă тăрăх – кăçалхи программа кăсăклă пулăмсемпе пуян. "МолГорода" хутшăнакансен пушă вăхăт пĕрре те çук: зарядка, ирхи апат, лекцисем, мастер-классем, спорт ăмăртăвĕсем тата ытти те. Палатка лагерьне кашни кунах экономика, политика, журналистика, волонтерлăх тытăмĕнчи экспертсем, тĕрлĕ шайри депутатсем, бизнесменсем килеççĕ.

«Чăваш Енре обществăлла политика лару-тăрăвĕ лайăх аталанса пырать. Ҫамрăксене валли кирлĕ пек мĕн пур условисем чаплă. Яш-кĕрĕмĕн тĕ тĕллевĕсем – тĕрĕс ҫул-йĕр ҫине тăрса, хăйсене кăмăла каякан професси суйласа, паха специалистсем пуласси», – тенĕ регион Пуҫлăхĕ.

Аса илтеретпĕр, Молгород кăҫал ҫĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕччен пырать. Ăна регионта 2009-мĕш ҫулта Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пуҫарăвне тĕпе хурса йĕркеленĕ. Кашни ҫул  кирлĕ пек шайра ирттерсе пыраҫҫĕ палăртнă мероприятине. Кăҫал форума Чăваш Енĕн тĕп хулине 550 ҫул ҫитнине халалланă.   Паллă пулăма 800 ытла ҫын хутшăнать, кашни кун вĕсем тĕрлĕ мероприятисенче пулĕҫ. Хăнасемпе экспертсене пĕрле шутласан вара халăх шучĕ 1500 тен те иртет.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика