Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Правленийĕн Председателĕпе Антон Дроздовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ
19.05.2017Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Правленийĕн Председателĕпе Антон Дроздовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Правленийĕн Председателĕпе Антон Дроздовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Ертӳçĕсем социаллă пĕлтерĕшлĕ ĕçсене пурнăçлассипе йышăннă проектсем пирки сӳтсе явнă. 

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче граждансен социаллă кăмăл-туйăмĕ лайăх пуласси – Пенси фончĕ тухăçлă тата оперативлă ĕçлесе пынинчен те нумай килнине асăннă. 

 Пенси тата социаллă пулăшусемпе тивĕçтерме 2016-мĕш çулта пĕтĕмпе 58 млрд тенкĕ пăхса хăварнине, кăтарту 2015-мĕш çулхипе танлаштарсан 7,3 процент чухлĕ пысăкрах тесе пĕлтернĕ хăнана республика Ертӳçи.  

Амăшĕн капиталĕ программа ĕçлеме пуçланнăранпа кăçал эпир 10 çул çитнине паллă тăватпăр. Асăннă тапхăрта çемьесене пурĕ 76,3 пин сертификат парса хавхалантарнă.  Чи пахи  - вĕсенчен 94 проценчĕ хăйсен çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса панă.  Çынсене социаллă хӳтлĕх паракан учрежденисен пурлăхпа техника базине çĕнетсе улăштарма витĕм кӳнĕшĕн ырласа  Антон Дроздова тав сăмахĕсем каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. 

Калас пулсан, 2000-2016 - мĕш çулсенче Раççей Пенси фончĕ Чăваш Республикине социаллă ыйтусемпе çыхăннă программăсене пурнăçа кĕртме пурĕ 275,2 млн тенкĕ куçарса панă. Юçкассинче Раççей Пенси фончĕ пулăшнипе Интернат хăпартса лартнă.  Ваттисене, сусăр çынсене сипленме те пурăнма та кунта питĕ хăтлă. Психика енчен улшăннă çынсене сипленмелли интернат Атратьре хута янă.   

Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Правленийĕн Председателĕ Антон Дроздов  паянхи пурнăç таппинче халăха вĕсен служби электронлă майпа тĕрлĕ пулăшусемпе курăмлă тивĕçтерсе пынине пĕлтернĕ, Нумай функциллĕ центăрсемпе те тачă çыхăнса тăнине асăннă.  Чăваш Республикинче мĕнпур пулăшусенчен 67 проценчĕ граждансем патне электронлă майпа çитсе пынине каланă.

 Антон Дроздов республика Пуçлăхне Раççей Пенси фончĕн чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕсем пирки кĕскен каласа хăварнă. Вăл палăртнă тăрăх, асăннă служба сусăр çынсене ĕçпе тивĕçтересси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать.  Сăмаха май, сусăр граждансен списокне кура,  вăл вĕсене вăхăтра ĕçпе тивĕçтермеллине, тепре чухне вĕсем ĕç шыраса килессе кĕтсе лармалла мар, хамăрăн та пуçаруллă пулма тăрăшмалла тесе чĕнсе каланă.

Тепĕр пысăк ыйту – граждансене социаллă хӳтлĕх парасси.  Ку енĕпе те çирĕп йĕрке пулмаллине асăннă.

 Пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлесси пирки  канашлу вăхăтĕнче тĕплĕнрех сӳтсе явнă.  Калаçу вăхăтĕнче Раççей Пенси фончĕпе Чăваш Енри мĕнпур вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем тата Чăваш Республикин Ĕçпе социаллă хӳтлĕх министерстви тачă çыхăнса тăнине пĕлтернĕ. Ытларах вĕсен тĕрлĕ пулăшăвĕсемпе халăха социаллă хӳтлĕх паракан служба, Чăваш Енри Ĕçлев министерствин уйрăмĕсем усă курни куçкĕретех.

  Пурне те пĕлсе тăма, енчен те граждансен Раççей Пенси фончĕн пулăшăвĕсемпе усă курас тесессĕн, вĕсен службине анчах каймалла мар, Нумай функциллĕ центрсенче те патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене илме пулать.  

Пĕлтĕр Раççей Пенси фончĕпе Нумай функциллĕ центр пурĕ 30 пин çынна тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕçтернĕ.  Чи анлă сарăлнă пулăшусем: СНИЛС, амăшĕн капиталĕпе çыхăннă сертификата илесси. Кăçал тăватă уйăх хушшинче Раççей Пенси фончĕн 5 пин пулăшăвне Нумай функциллĕ центрсем урлă халăха тивĕçтерме те ĕлкĕрнĕ.

«Электронлă майпа пĕр-пĕринпе ĕçлесси тухăçлă йĕркеленнĕ. Çынсем тĕрлĕ пулăшусене вăхăтра илеççĕ», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Патшалăх палăртнă социаллă пĕлтерĕшлĕ политика çамрăк çемьесене пуласлăха шанма, малалла ăнтăлма витĕм кӳрет.  Федераци тата республика енчен куçакан амăшĕн капиталĕ те самай çамрăк çемьесене хавхалантарать.  Социаллă тĕрлĕ пулăшусемпе граждансене тивĕçтернине кура, республикăра нумай ачаллă çемьесем йышлă пулни те куçкĕретех тесе сăмаха малалла тăснă республика Ертӳçи.  Чи пысăк пĕлтерĕшли вара - регионта пурăнма мĕнпур условисем çителĕклĕ пулни. Вăрăм ĕмĕр пурăнакансен йышĕ ӳссе пыни савăнтарать. 

РФ Пенси фончĕн Правленийĕн Председателĕ Антон Дроздов Чăваш Енре Пенси фончĕн тытăмĕ çирĕп йĕркепе ĕçлесе пынине палăртнă, куншăн регион ертӳлĕхне ырланă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ регионта Пенси фончĕн мĕнпур пулăшăвĕсемпе халăх туллин усă куртăр тесе витĕм кӳме яланах хатĕр пулнине пĕлтернĕ.     

Аса илтеретпĕр, паян Чăваш Республикине Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Правлени Председателĕ  Антон Дроздов ĕçлĕ визитпа килсе çитнĕ.  Унăн ĕç графикĕнче Раççей Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ĕçĕпе паллашасси, ĕçлекенсемпе тĕл пуласси тата  Çĕрпӳ, Красноармейски районĕсенчи палăртнă службăсене çитсе курасси.

Аса илтеретпĕр, паян Чăваш Республикине Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Правлени Председателĕ  Антон Дроздов ĕçлĕ визитпа килсе çитнĕ.  Унăн ĕç графикĕнче Раççей Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ĕçĕпе паллашасси, ĕçлекенсемпе тĕл пуласси тата  Çĕрпӳ, Красноармейски районĕсенчи палăртнă службăсене çитсе курасси.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика