Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  РФ Центрсоюз Канашĕн председателĕ Дмитрий Зубов регионти потребительсен обществин пĕрлешĕвне пысăк тимлĕх уйăрнăшăн Чăваш Ен Пуҫлăхне Михаил Игнатьева тав тунă
08.10.2019РФ Центрсоюз Канашĕн председателĕ Дмитрий Зубов регионти потребительсен обществин пĕрлешĕвне пысăк тимлĕх уйăрнăшăн Чăваш Ен Пуҫлăхне Михаил Игнатьева тав тунă

«Ҫăкăр, эсĕ – тĕнче» предприятисемпе потребительсен кооперацийĕн организацийĕсен Пĕтĕм халăхсен хушшинчи форумра хутшăнма, Чăваш Республикин представителĕсене пысăк витĕм кӳнĕшĕн, Раҫҫей Федерацийĕн Тĕп пĕрлешĕвĕн Канаш Председателĕ Дмитрий Зубов Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева мухтаса тав сăмахĕсем ҫырса янă.

«Эсир потребительсен обществин регионти пĕрлешĕвне пысăк тимлĕх уйăрнине кура, вĕсем палăртнă форумра хăйсене тивĕҫлĕ шайра кăтартса пачĕҫ.  Вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарассипе йышăнакан тĕрлĕ формăсемпе паллаштарчĕҫ. Кун пирки ҫӳлерех асăннă форумра Чăваш Енĕн сумлă представительĕсем ҫирĕплетсе пачĕҫ.  

Хисеплĕ Михаил Васильевич, Сире регионти делегацине йĕркелеме витĕм кӳнĕшĕн, пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пынăшăн тав тăватпăр», – тесе ҫырнă ҫырура.

Аса илтеретпĕр, «Ҫăкăр,  эсĕ – тĕнче» ятпа йĕркеленĕ форум  Калуга облаҫĕнче авăн уйăхĕн 19–22-мĕш кунĕсенче иртнĕ. Пĕтĕмпе мероприятине ют ҫĕршывсенчен, Раҫҫейрен 50 пин ытла ҫын хутшăнма кăмăл тунă.

Форумăн торжествăлла пайне Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Ҫумĕ   Алексей Гордеев, Раҫҫей Президенчĕн Пулăшуҫи Игорь Левитин, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем  тата ытти сумлă хăнасем хутшăннă.

Форумăн тĕрлĕ мероприятийĕсене Чăваш Енĕн сумлă делегацийĕ  пысăк хисепсене тивĕҫнĕ. Чи тутлă ҫăкăр пĕҫерекен ята Людмила Кириллова ҫĕнсе илнĕ. Вăл Сĕнтĕрвăрринче ҫăкăр пĕҫерекен заводра тăрăшать.    

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика