Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Олег Николаев Мускавра Николай Федоровпа тата Анатолий Аксаковпа ĕҫлĕ тӗлпулу ирттернĕ
12.02.2020Олег Николаев Мускавра Николай Федоровпа тата Анатолий Аксаковпа ĕҫлĕ тӗлпулу ирттернĕ

Олег Николаев в Москве встретился с Николаем Федоровым и Анатолием АксаковымНарăс уйăхĕн  12-мӗшӗнче Мускавра Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн  тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев  Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Канашӗн Председателӗн  пĕрремĕш ҫумĕпе  Николай Федоровпа тата Раҫҫей Федерацийӗн Патшалăх  Думин депутачĕпе, финанс рынокĕн ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕпе Анатолий Аксаков ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Виҫӗ енлӗ тӗлпулура республика умӗнче тӑракан стратегилле пӗлтерӗшлӗ тӗллевсене татса парас ыйтусем тавра сăмахланă,  ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарасси пирки канашланă. Сӑмахран, Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн уйрӑм программине пурнӑҫлама хушма укҫа-тенкӗ явӑҫтарасси пирки чарăнса тăнă.

"Пирӗн республикӑра пурӑнакансен интересӗсемшӗн усăллă ĕҫлĕ тĕлпулусем, ҫакӑн пек консультациллĕ калаҫусем малалла тӑсӑлӗҫ. Эпир парламентӑн ҫӳлти тата аялти палатисенче Чӑваш Республикин представителӗсене пулӑшу парасса пӗтӗмпех шанма пултаратпӑр. Халӗ пирӗншӗн хамӑрӑн республика аталанӑвӗн приоритетлӑ ҫул- йӗрне хӑвӑртрах пурнӑҫлама май паракан ӗҫсен пӗрлехи планне туса хатӗрлемелле", - палӑртнă Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан  Олег Николаев тӗлпулу пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх.

Ҫавӑн пекех паян Олег Николаев ӗҫ программинче Раҫҫей Федерацийӗн промышленноҫпа суту-илӳ Министрӗпе Денис Мантуровпа тӗл пулма палӑртнӑ.

Фторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика