Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Правительство ҫуртĕнче «Тепличный комплекс «Новочебоксарский» инвестици проектне пурнăҫа кĕртессипе ҫыхăннă актуаллă ыйтусене сӳтсе явнă
08.06.2018 Правительство ҫуртĕнче «Тепличный комплекс «Новочебоксарский» инвестици проектне пурнăҫа кĕртессипе ҫыхăннă актуаллă ыйтусене сӳтсе явнă

В Доме Правительства обсудили исполнение дорожной карты инвестиционного проекта «Тепличный комплекс «Новочебоксарский»Ҫĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче «Тепличный комплекс «Новочебоксарский» инвестици проектне пурнăҫа кĕртессипе ҫыхăннă актуаллă ыйтусене сӳтсе явнă.

Ҫавра сĕтел мелĕпе йĕркеленĕ калаҫăва   Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, «Ренова» Группа Компанийĕн» АХОра  патшалăх влаҫĕсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлекен директор ҫумĕ Владимир Лукьянов, Чăваш Республикин Экономика, Ял хуҫалăх министерствисен представителĕсем  хутшăннă.

Ертӳҫĕсем проектăн ҫул карттине сӳтсе явнă, ăна пурнăҫласси пирки канашланă. Тĕлпулăва ҫакăн пекех Чăваш Енре промышленноҫ тата инвестици  ĕҫ-хĕлне аталантарассипе тимлекен Фондăн ертӳҫи Алексей Галиев,   «Новочебоксарский»  Теплица комплексĕн ТМЯО генеральнăй директорĕ Алексей Захватов килсе ҫитнĕ.

Республика Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче кăҫал ҫулталăк вĕҫĕ тĕлне комплексăн пĕрремĕш тапхăрĕпе пулса пыракан ĕҫе пурнăҫа кĕртсе пĕтермелли пирки аса илсе хăварнă.  Сăмаха май, инвестициллĕ проектăн пĕлтерĕшĕ пысăккине каланă, енчен те йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем сиксе тухсан, вĕсене уҫăмлатма яланах хатĕр пулнине пĕлтернĕ вăл сăмаха тăсса.

Хальхи вăхăтра инвесторсем проект ĕҫне пĕтĕмпех йĕркелесе ҫитернĕ.  Ĕҫ хучĕсем экспертиза витĕр тухнă.  Проектăн иккĕмĕш тапхăрĕпе пулмалли ĕҫсем те хĕрӳ пуҫланнă. Объектра инфратытăма ҫĕнетессипе те кулленех специалистсем ĕҫлесе пыраҫҫĕ.  Шыв кĕртме, ҫулсене сарма та конкурс ирттерме пĕлтерӳ панă.

Аса илтерсе хăваратпăр, инвестициллĕ проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 6,5 млрд танлашать. Хальхи вăхăт тĕлне  объектра 1,9 млрд ĕҫ пурнăҫланă.  22 га ҫĕр лаптăкĕнче хута каякан теплицăра пахча ҫимĕҫ ӳсен-тăрансене кунĕ, ҫĕрĕпе пăхса тăма плана кĕртнĕ. Объект ĕҫне тапхăр-тапхăррăн пурнăҫлама палăртса хунă.  Пĕрремĕш тапхăр ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле пурнăҫа кĕмелле, тепри вара 2019-мĕш ҫул вĕҫĕнче. Енчен те палăртса хунă мĕнпур ĕҫсем пĕтĕмпех йĕркеллĕ пурнăҫлансан, халăх валли пысăк технологиллĕ 500 ытла ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕ хатĕрленесси те куҫкĕретех.

«Кăҫал 250 ҫынна ĕҫпе тивĕҫтерме плана пăхса хăварнă. Кадрсен резервне те хатĕрлеме пуҫланă. Пĕр сăмахпа каласан, объект туллин хута каяс пулсан, специалистсем туххăмрах ĕҫе вырнаҫма пултараҫҫĕ», - тесе хыпарланă предприятийĕн представителĕ Алексей Захватов.

Проект пĕтĕмпех хальхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе тăрĕ. Технологисем те хăйне евĕр питĕ кăткăс та кăсăклă пуласси никама та иккĕлентермĕ.

Раҫҫейре Сочи хулинче 2017-мĕш ҫулта инвестици форумĕ иртнĕ, ун чухне шăпах та, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата «Ренова» Группа Компани»  килĕшӳ хутне алă пуса ҫирĕплетнĕ пулнă.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика