Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Ачасене социаллă пулăшу памалли мерăсем Чăваш Енре хутшăнĕҫ
08.11.2017Ачасене социаллă пулăшу памалли мерăсем Чăваш Енре хутшăнĕҫ

Чӳк уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Ку хутĕнче ĕҫе пухăннисем ашшĕ-амăшĕн хӳтлĕхĕсĕр юлнă ачасене социаллă пулăшу парасси пирки йышăннă  Чăваш Республикин  Саккунĕн 6-мĕш тата 7-мĕш статьисене пурнăҫа кĕртессипе хăш-пĕр мерăсем пирки йышăну проектне пăхса тухнă. Ĕҫ хучĕ тăлăх ачасене социаллă хӳтлĕхпе тивĕҫтерессин ыйтăвне лайăхлатма витĕм кӳрет.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев хăйĕн докладĕнче паянхи кун тĕлне регионта социаллă пулăшусемпе 940 ҫын усă курнине пĕлтернĕ. Вĕсем шкулсенче тӳлевсĕр апатланнине, тум-тирпе, атă-пушмакпа, пĕр хутчен укҫан та тивĕҫнине асăннă. Транспорт ҫинче тӳлевсĕр ҫӳреме вĕсен ирĕк пулнине пĕлтернĕ министр. Паянхи пурнăҫ таппи йышăнăва пур-пĕрех тӳрлетӳсем кĕртме хистет тенĕ ларăва пухăннă ертӳҫĕсем.  Маларахри ĕҫ хутне 2007-мĕш ҫулта йышăннă пулнă.  Халĕ вара кăштах урăхларах пулĕ, асăннă ҫӳлерех палăртнă категорине хăш-пĕр уйрăм ҫынсене кĕртмелле тесе пăхса хăварнă. Енчен те ача вĕреннĕ чухне, унăн е ашшĕ е тата амăшĕ  вăхăтсăр пурнăҫран уйрăлса кайнă пулсан, ӳлĕмрен патшалăх пулăшăвне илĕҫ. Йышăнăва пурнăҫа кĕртме «Вĕренĕве аталантарас» патшалăх программине тĕпе хурса ĕҫе кĕртме хатĕрленнĕ.   

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика