Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Олег Николаев аэропорта уҫнӑ чухне эпидемиологи хӑрушсӑрлӑхӗн мерисене ҫирĕп пăхăнма хушнă
18.05.2020 Олег Николаев аэропорта уҫнӑ чухне эпидемиологи хӑрушсӑрлӑхӗн мерисене ҫирĕп пăхăнма хушнă

Олег Николаев поручил проработать меры эпидемиологической безопасности при открытии аэропортаПаян, ҫу уйăхĕн 18-мӗшӗнче, кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăра Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министрӗ Владимир Осипов хăйĕн сăмахĕнче ҫĕртме уйăхĕн 1-мӗшӗнчен пуҫласа "Ҫӗнтерӳ" авиакомпани Шупашкар -Мускав еннелле тата каялла рейссем тума хатӗр пулни ҫинчен пӗлтернӗ. Ҫĕртме уйăхĕн 10-мӗш кунӗсенче лоукостер икӗ кун хушшинче пӗрер рейс ирттерме палӑртать. Малаллахи расписани билет  епле сутнинчен килет.

Ҫĕртме уйăхĕн варринчен "Ҫӗнтерӳ" Шупашкартан Санкт-Петербурга, июнь уйӑхӗн вӗҫӗнче вара - Симферополе тата Сочире авиавĕҫевсем пуҫлама палӑртать. Тӗрӗс кунсем (датӑсем) епле пулса пырасси Крымпа Краснодар крайӗн влаҫӗсем хӑйсен чарулӑх йӗркине пӑрахӑҫланинчен пĕтĕмпех килет.

"Июнӗн 1 - мӗшӗнчен пуҫласа аэропортра  234 тăрăшакан ӗҫе тухать. Вӗсем хальлӗхе отпускра, анчах та ӗҫ укҫин иккӗ виҫҫĕмĕш пайне илеҫҫӗ. Урӑхла каласан, акционерсем вӗсене пӑрахман, пулӑшаҫҫӗ", - ӑнлантарнă транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министрӗ Владимир Осипов.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан рейса регистрациленӗ тата самолета лартнӑ чухне эпидемиологи хӑрушсӑрлӑхӗн мерисене малтанах шутласа хумаллине палӑртнӑ.

"Аэропортра хӑрушсӑрлӑх мерисене ҫирĕп пăхăнмалла. Эпӗ сире Роспотребнадзор ĕҫченĕсемпе тачă ҫыхăнса пыма хушатăп, мĕнпур ыйтусене пĕр-пĕринпе килĕшсе пăхса хăварма сĕнетĕп. Ăнсăртран кирлĕ кирлĕ мар ыйтусем сиксе тухасран сыхă тăмалла, тимлĕхе никамăн та ҫухатма юрамасть", - тесе палăртнă Олег Николаев.

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика