Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Шыв айĕпе ишекен крейсер, çак карапĕсен дивизийĕн командирĕ, РФ Тинĕс-çар флочĕн Тĕп штабĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ пулнă, отставкăри вице-адмирал Владислав Алексеевич Ильин 70 çул тултарнине паллă тунă
24.09.2018Шыв айĕпе ишекен крейсер, çак карапĕсен дивизийĕн командирĕ, РФ Тинĕс-çар флочĕн Тĕп штабĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ пулнă, отставкăри вице-адмирал Владислав Алексеевич Ильин 70 çул тултарнине паллă тунă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев поздравил председателя Региональной общественной организации выходцев из Чувашии – Товарищества офицеров «Сыны Отечества» вице-адмирала Владислава Ильина с 70-летиемАвăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче Комсомольски районĕн культурăн тĕп çуртĕнче ку тăрăхри Шурут Нурăс ялĕнче çуралнă отставкăри вице-адмирал Владислав Алексеевич Ильин 70 çул тултарнине паллă тунă.  

Владислав Ильин 1948 ҫулта ҫурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче ҫурланă. Паллă пулăмпа сумлă ентешĕмĕре Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă.

«Сăваплă Каҫал ен сахал мар паллă ҫынсене ҫитĕнтерчĕ. Вĕсем Тăван ҫĕршывшăн, Чăваш Еншĕн чылай тăрăшаҫҫĕ. Владислав Алексеевич Ильин 1971 çулта Лăпкă океанăн аслă çар-тинĕс училищине вĕренсе пĕтернĕ. Шыв айĕпе ишекен крейсер, çак карапĕсен дивизийĕн командирĕ, РФ Тинĕс-çар флочĕн Тĕп штабĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ пулнă», палăртнă регион Ертӳҫи. Владислав Ильин – Раҫҫейĕн, Чăваш Енĕн чăн-чăн патриочĕ, унпа эпир мăнаҫланатпăр тенĕ сăмаха малалла тăснă май. «Эсир Тăван ҫĕршыва таса чунпа хӳтĕленĕ. Паха ĕҫ ҫитĕнекен ăрушăн тĕслĕх вырăнĕнче», тенĕ Ертӳҫĕ.   Регионта кадетство юхăмĕ ҫирĕп аталанса пырать,  унта та вĕсен тӳпи сахал мар.

Юбилейпе хăнасем ырлăх-сывлăх суннă. Çавăн пекех ăна паллă кунпа Комсомольски районĕн пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Юрий Попов, районти учреждени-организаци представителĕсем ăшшăн саламланă.

Михаил Игнатьев палăртнă кун муниципалитет ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ, актуаллă ыйтусене сӳтсе явнă. Регион Пуҫлăхĕ Чăваш Енри кадетсем пĕлӳ шайне ӳстерме ытти хуласене кайса килнине хыпарланă. Условисем чаплă, программа кăсăклă тесе ҫитрĕплетнĕ унтан таврăннисем. Ҫамрăксем пĕр-пĕринпе туслашса, ҫывăх юлташсем те тупма ĕлкĕрнĕ. Пĕр сăмахпа каласан, ачасем, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем кăмăллă юлнă.

Владислав Ильин чăваш ачисем ялан тарават пулнине ыттисенчен уйрăлса тăнине ҫирĕплетнĕ, вĕсен тавракурăмлăхĕ те пысăк тенĕ. Ҫар училищине вĕренме кĕнисен шучĕ пысăк пулни те ҫакнах ҫирĕплетнине каланă. Спортпа туслă ҫамрăксем, сывлăхĕ вĕсен ҫирĕп. «Тĕллевсем паллă, ӳлĕмрен те вĕсене пурнăҫа кĕртессишĕн тăрăшăпăр», тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе.   

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика