Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  ПМЭФ-2019: РФ ҫут ҫанталăк ресурсĕсемпе экологи Министрĕ Дмитрий Кобылкин Чӑваш Ен ҫӗршыври экологи лару-тӑрӑвӗ лайӑх шайри регионсен шутне кӗнине ҫирĕплетсе каланă
05.06.2019ПМЭФ-2019: РФ ҫут ҫанталăк ресурсĕсемпе экологи Министрĕ Дмитрий Кобылкин Чӑваш Ен ҫӗршыври экологи лару-тӑрӑвӗ лайӑх шайри регионсен шутне кӗнине ҫирĕплетсе каланă

ПМЭФ-2019: Министр природных ресурсов и экологии РФ Дмитрий Кобылкин назвал Чувашию в числе регионов-лидеров по внедрению новой модели обращения с ТКОҪĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Петербургра пулакан пĕтĕм халăхсен хушшинчи экономика форумĕнче ҫĕршыва тасамарлăхран тасатар, йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессине реформăлас ыйтусемпе  ирттернĕ канашлу ĕҫне хутшăннă.

Пленар ларăвне Раҫҫей Федерацийĕн ҫут ҫанталăк ресурсĕсемпе экологи Министрĕ Дмитрий Кобылкин, «Российский экологический оператор»   компанийĕн генеральнăй директорĕ Денис Буцаев, SUEZ директорсен канашĕн Председателĕ Жерар Местралле, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думинче экологи ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн Председателĕ Ольга Тимофеева, Раҫҫейри субъектсен ертӳҫисем, федерацин влаҫ органĕсен представителĕсем, экспертсем чылайăн пухăннă. Ертӳҫĕсем сахал мар тĕрлĕ ыйтусене пăхса тухнă, йывăрлăх кăларса тăратаканнисем пирки чарăнса тăнă.

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев уҫă калаҫу вăхăтĕнче регионта ҫӳп-ҫапа пухса тирпейлессипе реформа пурнăҫа епле кĕрсе пыни ҫинчен ĕлтернĕ. Сесси ĕҫне ертсе пыраканĕ, «Чĕрĕ планета» телеканалăн тĕп редакторĕ Мария Моргун хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикинче йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе ҫĕнĕ тытăм 2018 ҫулта юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ĕҫе пуҫланнине хыпарланă. Раҫҫейри субъектсен 2019 ҫулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕччен пĕтĕмпех ҫĕнĕлле ĕҫлеме тытăнмалине асăрхаттарнă. Чăваш Енре тариф  хакĕсем те ытти субъектсемпе танлаштарсан чи пĕчĕк пулнине асăннă.  Чăваш Республики ыттисемшĕн ырă тĕслĕхре.  Регион Пуҫлăхĕ Чăваш Енре тăван тавралăха тирпейлĕ тытассипе комплекслă ĕҫсем пулса пынине асăннă.

  Ҫут ҫанталӑкпа вырӑнлӑ усӑ курасси, тавралӑх хутлӑхне тата ҫут ҫанталӑк пу­янлӑхӗсене сыхласа упрасси – патшалӑхпа обществӑн чи пӗлтерӗшлӗ тӗллевӗсенчен пӗри.   Республикӑра тавралӑх хутлӑхне сыхлас сферӑра тухӑҫлӑ ҫӗнӗ технологисем, экологи хӑрушсӑрлӑхне ӳстерме тата ҫут ҫанталӑк пуянлӑхӗсене сыхласа упрама пулӑшакан пысӑк пӗлтерӗшлӗ проектсем ӗҫе кӗреҫҫӗ. Ҫывӑх вӑхӑтри ултӑ ҫуллӑх тапхӑрти тӗллев – «Экологи» наци проектне пурнӑҫланӑ май республика территорийӗнчи ирӗк памасӑр йӗркеленнӗ пӗтӗм ҫӳп-ҫап вырӑнне пӗтересси, Атӑла сыватас енӗпе тумалли ӗҫсене пурнӑҫласси, юхан шывсене тасатасси, ӗҫмелли шыв пахалӑхне лайӑхлатасси, симӗс хутлӑхсен лаптӑкӗсене пысӑклатасси тесе каланă республика Пуҫлăхĕ.

  Пӗлтӗр Питтукасси тата Илпеш ялӗсен ҫывӑхӗнчи ҫӳп-ҫап вырӑнӗсене йӗр­кене кӗртессипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене вӗҫленĕ. Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче тата Шупашкар районӗнче пурӑнакан ҫынсемшӗн питех те пӗл­терӗшлӗ ҫивӗч ыйтӑва татса панă.

2019 ҫута кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа ТКО-шăн уйăхсерен пĕр ҫынран 75,7 тенкĕ тӳлеме йышăннă. Ялта пурăнакансен ку кăтарту тата та пĕчĕкрех, 20 процента ҫити чакнă. Вĕсене валли тариф 60,71 тенкĕпе танлашать.   Уйрăм граждансене тĕллевлĕн пулăшусем куҫаҫҫĕ, субсидипе тивĕҫтереҫҫĕ сахал тупăшлисене.

«Республикăра ТКО пухса тирпейлемелли вырăнсем пĕтĕмпех таса. Вăл вырăнсене тытса тăма республика хыснинчен 200 млн уйăрса хăварнă. Кăҫал утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен ҫӳп-ҫапа пухса тирпейлемелли хатĕрсене туллин тивĕҫтермелле. Ĕҫ-пуҫа ҫирп тĕрĕслесе тăратпăр», – тенĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче.

РФ ҫут ҫанталăк Министрĕ Дмитрий Кобылкин Чӑваш Ен чылай ҫул хушши ӗнтӗ ҫӗршыври экологи лару-тӑрӑвӗ лайӑх шайри регионсен шутне кӗнине ҫирĕплетсе каланă. «Пирĕн лайăх ĕҫлекен регионсем пур. Вĕсем: Чăваш Республики, Тутарстан Республики, Мускав облаҫĕ. Федераци шайĕнче тĕрев пама укҫа-тенкĕ пăхса хăварнă. Шансах тăратăп, ыйтăва ытти субъектсем те туллин пурнăҫласса, - тенĕ Дмитрий Кобылкин журналистсемпе калаҫнă май.  Юлса пыракан регионсем пирки те чарăнса тăнă, вĕсене ҫитес вăхăтрах ҫитменлĕхсене пĕтерессипе тимлĕрех ĕҫлеме хушнă.   

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика