Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар районĕнче ĕҫлĕ визитпа пулнă
11.09.2018Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар районĕнче ĕҫлĕ визитпа пулнă

Глава Чувашии с рабочим визитом посетил Чебоксарский районЧăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар районĕнче пулнă, предприятисемпе организацисен ĕҫĕсемпе паллашнă.  Ĕҫлĕ ҫулҫӳреве паян республика Ертӳҫипе пĕрле Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов, Шупашкар районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Владимир Димитриев тухнă.

Регион Пуҫлăхĕ районта  «ЧебоМилк» ТМЯОĕн ĕҫĕпе кăсăкланнă, предприяти инвестициллĕ проекта пурнăҫа епле кĕртсе пынине курса ĕненнĕ.  Хуҫалăх 2017-мĕш ҫултан пуҫласа мăйракаллă шултра выльăх усрама ятарлă ферма тăвать. Проект хакĕ 311 млн., вĕсенчен 250 млн патшалăх пулăшу панă.  Организаци ҫăмăллăх кредичĕпе те усă курнă. 

«Агрофирма «Атлашевская»  ТМЯО генеральнăй директорĕ Сергей Анучин хăйĕн сăмахĕнче объекта тума чи пысăк технологисене тĕпе хурса ĕҫленине пĕлтернĕ.  Хуҫалăх хăй те хăш-пĕр хатĕрсене тирпейлессипе аванах тăрăшать.  Ĕнесем усрамалли вырăна пĕтĕмпех хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан хатĕрсене вырнаҫтарма плана кĕртнĕ, касăва пăхма та хăйне евĕр технологи пуласса шантарнă. Предприяти энерги перекетлес ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрать. «Ăслă ферма» пулать тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Экологи хăрушсăрлăхĕ ыйту та кун йĕркинче.  Ку енĕпе те предприяти ҫĕнĕ технологисене шута илме тăрăшать.  Ферма кăҫал кĕркунне ĕҫлесе каймалла.  Енчен те пĕтĕмпех пурнăҫлансан, халăх валли ҫĕнĕ 15 ĕҫ вырăнĕ хатĕрленет.   

 Паян регион ертӳҫи «Атлашевский» СХК кукуруза уйĕнче те пулса курнă. Республикăра ҫак предприяти чи нумай ҫĕр лаптăкĕ ҫинче ҫак культурăна акса хăварнă, 550 га йышăнать. Палăртса хăвармалла, кăҫал республикăра 18 районта кукуруза тирпейлессипе тимлеҫҫĕ.  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хуҫалăх ĕҫĕпе кăмăллă пулнă. 

 Палăртнă кун официаллă ҫынсем муниципалитет хутса ăшăтмалли тапхăра епле хатĕрленнипе кăсăкланнă. Чăваш Ен Пуҫлăхĕ «ЖКХ «Атлашевский» МУП ĕҫне тишкернĕ, объект районта ăшă шывпа нумай хваттерлĕ 51 ҫурта, шкула, ача садне, ял поселенийĕн администрацийĕпе лавккана та пулăшусемпе тивĕҫтерет.

Регион Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче котельнăйне хăпартса лартма вырăнти бюджетран 2015 ҫулта 50 млн тенкĕ уйăрнине асăннă.  Ертӳҫĕсем вăл кун  муниципалитет пурлăхĕсемпе тухăҫлă усă курмалли ҫинчен сăмах пуҫарнă.  Территоринче усă курăнмасăр пĕр объект юрăхсăра тухса ларать.  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ăна предпринимательсене конкурс йĕркелесе сутма сĕннĕ.

 Атлаш ял тăрăхĕн пуҫлăхне Анатолий Фомина территорине тирпей-илем кĕртме, ҫак ĕҫе вырăнти халăха ытларах явăҫтарма каланă регион Пуҫлăхĕ. Калăпăр, ҫум-курăка ҫулмалла, йывăҫ-тĕмсене тирпейлемелле.  «Рюмка» ятлă организацийĕн ертӳлĕхне те критикленĕ, тасамар таврара хуҫаланать тесе асăрхаттарса хăварнă официаллă ҫынсем.   

«Энергия» ТМЯОра Михаил Игнатьев производство ĕҫĕпе паллашнă, фирма ҫĕршыври пысăк предприятисемпе организацисене алла тăхăнмалли перчеткесемпе тивĕҫтерет.

Предприятийĕн планĕ пысăк, пуласлăхра хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан цехсем хăпартса лартасшăн. Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев асăннă предприятийĕн Раҫҫей шайĕнче малта пыраканнисен шутне кĕме те май пуррине, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумне – экономика министрне Владимир Аврелькина производствăна вăй илтерме май паракан условисемпе тĕплĕнрех паллаштарма, витĕм кӳме чĕнсе каланă.  Калăпăр, Канашра, Шупашкарта ҫĕнĕ производствăсем ҫĕклесе лартсан вырăнлă пулнă пулĕччĕ тенĕ вăл.  Ҫул ҫӳреве официаллă ҫынсем «Технопарк» ҫĕнĕ проектăн ĕҫĕпе паллашнипе вĕҫленнĕ.   Виталий Иванов предприниматель ял поселенийĕнче 7,5 га ҫĕр лаптăкне ҫĕнĕ производство уҫма куҫарма май ҫук-ши тесе ыйтнă ертӳҫĕсенчен. Сĕнӳсене шута илнĕ Пуҫлăхсем.        

 

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика