Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  ПМЭФ-2019: Чăваш Республикипе «Ĕҫ резервĕсем» ВФСО Пĕтĕм Раҫҫейри обществăлла организацийĕ пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ
07.06.2019ПМЭФ-2019: Чăваш Республикипе «Ĕҫ резервĕсем» ВФСО Пĕтĕм Раҫҫейри обществăлла организацийĕ пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ

ПМЭФ-2019: Чувашская Республика и ВФСО «Трудовые резервы» заключили соглашение о взаимодействии и сотрудничествеҪĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче Питĕрте пĕтĕм халăхсен хушшинчи экономика форумĕнче Чăваш Республикипе «Всероссийское физкультурно-спортивное общество «Трудовые резервы» Пĕтĕм Раҫҫейри обществăлла организацийĕ пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ.

Ĕҫ  хучĕ ҫинче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата ҫӳлерех асăннă организацийĕн Президенчĕ Илья Галаев алă пуснă.  

Килĕшӳ малашнехи тапхăрта пĕр-пĕринпе тухăҫлă ĕҫлесе пыма хистет, проектсене пурнăҫа кĕртме витĕм кӳрет.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче регионта спорта аталантарас ĕҫе пысăк тĕрев панине хыпарланă.  Республикăра массăллă спорт хăватлă аталанса пынине те палăртнă. Халăх сывă пурнăҫ йĕркине пăхăнса пурăннине пĕлтернĕ. Ĕҫ ушкăнĕсенче ҫынсем пĕтĕм кăмăлтан пĕрле пухăнса спорта ҫӳреҫҫĕ, кĕлетке-ҫурăма хускатаҫҫĕ, сывлăха ҫирĕплетеҫҫĕ тенĕ вăл. Организацисенче ятарлă клубсем пур, вĕсенче 18 пин ҫын хăйсен ăсталăхне туптать. Регионта ытти мероприятисем те чылай, вĕсене халăх кăмăлпа йышăнать.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче «Трудовыми резервами» ушкăнпа килĕшсе ĕҫлени питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă.  

«Всероссийское физкультурно-спортивное общество «Трудовые резервы» Пĕтĕм Раҫҫейри обществăлла организацийĕн президенчĕ Илья Галаев Чăваш Ен Пуҫлăхне Михаил Игнатьева ырланă, вăл спортпа туслă пулни ыттисемшĕн паха тĕслĕх вырăнĕнче тенĕ ертӳҫĕ. Халăх республика Пуҫлăхĕ пек пулма тăрăшни те вăрттăнлăх мар, кашни ҫын сывă та спортпа туслă пулассишĕн тăрăшать.  

«Ĕҫ резервĕсем» ВФСО президенчĕ регион Ертӳҫи ĕҫлекенсене спорта явăҫтарни те куҫкĕретех тенĕ. Унпа пĕрле хар тăрса кулленех кашни ҫын спортри ăсталăха туптама ҫӳренине тепĕр хут аса илсе хăварнă. «Ĕҫлекенсен сывлăхне упрама тенкĕ тăкакланни каяллах ырăпа таврăнать, граждансен ĕҫ тухăҫлăхĕ ӳсет», – тенĕ вăл.

«Трудовые резервы» организаци халăх хушшинче массăллă спорта аталантарас ыйту ҫине ытларах тимлĕх уйăрать.

Раҫҫей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Указĕнче те спорт ыйтăвĕ тĕп вырăнта тăрать. Федераци шайĕнче йышăннă «Спорт – норма жизни» проект анлăн пурнăҫа кĕрсе пырать.  

Планпа килĕшӳллĕн, 2021-мĕш ҫул тĕлне ялсенче пурĕ ҫĕнĕ 600 ФСК хута кайĕ. Халăх валли чаплă условисем йĕркеленесси те паллă.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика