Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Машинӑсем тӑвакан отраслӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани
28.09.2018Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Машинӑсем тӑвакан отраслӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Машинӑсем тӑвакан отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

 Професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламланине йышӑнсамӑр!

Машиностроени комплексӗ республикӑн промышленноҫӗпе экономи­кин тӗп пайӗ пулса тӑрать. Ӑна тивӗҫлипе аталантарма эпир лайӑх хут­лӑх йӗркелетпӗр, ҫӗнӗ производствӑсене вырнаҫтарма ком­плекслӑ ин­­фра­­тытӑм тӑватпӑр.

Чӑваш Республикин Промышленноҫа та­­та ин­вестици ӗҫ-хӗлне ата­лантаракан фончӗн майӗсемпе усӑ курса машиностроени сферинче чылай проекта пурнӑҫланма тытӑннӑ та ӗнтӗ.  

Отрасль предприятийӗсем паян хастарлӑн аталанаҫҫӗ, производство хӑвачӗсене ҫӗнетеҫҫӗ, ку чухнехи технологисене ӗҫе кӗртеҫҫӗ, инвес­тици проекчӗсене пурнӑҫлаҫҫӗ, ӗҫри ҫӗнӗ майсене алла илеҫҫӗ.

Чӑваш Ен машиностроителӗсен импорта улӑштаракан пысӑк техноло­гиллӗ таварӗсене вырнаҫтармалли рынок ӑнӑҫлӑн анлӑланса пырать, асӑннӑ продукцисем халӑх валли таварсем туса кӑларас ӗҫре кӑна мар, ҫӗр­шывӑн ҫар­па промыш­ленноҫ комплексне те питех те кирлӗ. 

Машиностроени предприятийӗсен продукцийӗн пахалӑхӗпе шанчӑк­лӑхне рабочисен тата инженерипе техника персоналӗн нумай пинлӗ тус­лӑ коллективӗ хӑйӗн пултаруллӑ та пысӑк яваплӑхлӑ ӗҫӗпе тивӗҫтерет.    

Сире тӑрӑшуллӑ ӗҫӗршӗн, профессие чунтан парӑннӑшӑн тав тӑва­тӑп.

 Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх тата ӗҫре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин   Пуҫлӑхӗ                                                     Михаил Игнатьев 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика