Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Шупашкарта йывăр сурансене пула госпитальсенче пурнăçран уйрăлнă салтаксен палăкĕ умне хăнасем чĕрĕ чечек ҫыххисем хунă
08.05.2018Шупашкарта йывăр сурансене пула госпитальсенче пурнăçран уйрăлнă салтаксен палăкĕ умне хăнасем чĕрĕ чечек ҫыххисем хунă

В Чебоксарах возложили цветы к братской могиле воинов, умерших в госпиталях города Ҫу уйăхĕн  8-мĕшĕнче Чăваш Республикин тĕп хулинчи Б.Хмельницкий урамĕнчи тăванла масарĕн асăну палăкĕ умне хăнасем чĕрĕ чечек ҫыххисем хума пухăннă.

Палăртнă пулăма Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин ветеранĕсем, Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, студентсем, шкул ачисем ахаль ҫынсем чылайăн пуҫтарăннă.

Мероприятине пухăннисем паттăрсене асăнса пĕр минутлăха шăплăха тытнă. Хыҫҫăн Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин ветеранĕсем палăк умне чечек ҫыххисем хунă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ятĕнчен чечексен кăшăлне Чăваш Енĕн ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев тата Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн ĕҫченĕсем хунă.

Историллĕ паллă вырăна кашни ҫулах ветерансемпе пĕрле ертӳҫĕсем йывăр сурансене пула госпитальсенче пурнăçран уйрăлнă салтаксен палăкĕ умне чĕрĕ чечек ҫыххисене хума пуҫтарăнаҫҫĕ. Салтаксен вилтăпри ҫине вĕҫĕ хĕррисĕр чечексем асăнса хураҫҫĕ. Палăртса хăвармалла,  вăрҫăн тумхахлă ҫулĕсем хыҫҫăн госпитальте сурансене пула куҫне хупнă салтаксем ҫак вырăнта 80-ăн. Пурĕ Чăваш Енрен вăрҫă хирне 200 пин ытла ҫын тухса кайнă, вĕсенчен ҫурри ытла вăрҫă хирĕнче выртса юлнă.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика