Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Улатӑрти комбикорм завочӗ производство калӑпӑшне икӗ хут ӳстерет
21.05.2020 Улатӑрти комбикорм завочӗ производство калӑпӑшне икӗ хут ӳстерет

Алатырский комбикормовый завод увеличит объемы производства в два раза Ҫу уйăхĕн  21-мĕшĕнче республика Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Улатӑрти комбикорм заводне ҫитсе килнĕ, "Юрма" агрохолдинг ĕҫĕпе паллашнă, кайӑк-кӗшӗк  валли хатĕрленекен комбикорм туса кӑларакансен технологийĕсене пăхса тухнă. Регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакана заводăн ĕҫĕпе тӗп директор Сергей Разаев паллаштарнă.

Заводӑн производство хӑвачӗ сехетре 40 тоннăпа танлашать,  ҫулталăкра 80 пин тонна яхӑн тавар тирпейлесе кăларать. Пӗлтӗр производствӑна модернизациленĕ. Пӗтӗмӗшле  пысăк технологиллĕ хатĕрсем туянма  предприяти 201,6 млн тенкӗ тăкакланă. Заводăн  малашнехи планĕ те пысăк - производство калӑпӑшне 2 хут ӳстереме тĕллев лартнă, таварсен тĕсĕсене анлăлатасси те кун йĕркинчех ыйту тăрать.

"Комбикорм заводӗнчи  ĕҫсем  паха пулса пыраҫҫĕ. Предприяти яваплăха туйса ĕҫлет.  Технологине ҫĕнетсе пырассипе те активлă ĕҫлеҫҫĕ заводра тăрăшакансем.  Халӗ ҫак завод кайӑк-кӗшӗк валли  таварсем кӑларать пулсан, ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн ӳлĕмрен малашне  мӑйракаллӑ шултра выльӑхсем тата сыснасем валли туса кӑлараҫҫӗ тĕрлĕ комбикормсем. Ахӑртнех, продукци калӑпӑшӗ хӑвӑрт вăй илсе пырать, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркеленеҫҫӗ, ку та  чи пысăк пĕлтерĕшлĕ", – палӑртнă Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев.

Аса илтеретпӗр, ӗнер Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче ял хуҫалӑх тавар туса илекенсен тӑкакӗсене субсидилемелли ҫул-йӗрсен переченьне анлӑлатакан постановлени йышӑннӑ. Халӗ комбикорм завочӗсемпе цехсене туса хума тата ҫӗнетме, вӗсем валли оборудовани туянма та укҫа-тенкӗ уйӑрма пулать. Пулӑшу формине тивĕҫтерессине маларах Олег Николаев пуҫарнӑччӗ.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика