Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Чăваш Республикинче наркотиксемпе кĕрешекен комиссийĕн ларӑвне ирттернĕ
24.03.2020Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Чăваш Республикинче наркотиксемпе кĕрешекен комиссийĕн ларӑвне ирттернĕ

Врио Главы Чувашии поручил проанализировать и скорректировать программы профилактики наркомании

Фоторепортаж

  Пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Чăваш Республикинче Наркотиксемпе кĕрешекен комиссин ларӑвне ирттернĕ. Видео ҫыхӑну мелĕпе ирттернĕ канашлăва хула, район администрацийĕсен пуҫлăхĕсем хутшăннă.

   Ларăва пухăннисем Чăваш Енре наркотиксемпе çыхăннă лару-тăрăва тишкернӗ, наркотиксемпе кĕрешес тӗлӗшпе пурнăҫланă профилактика ĕҫĕсене пăхса тухнă.

   Республикăра наркоманипе чирлисен, наркотикпе усă куракансен шучĕ чакни палăрать, юлашки пилĕк ҫул хушшинче кăтарту лайăхланнӑ.  Наркоманипе чирлекенсен шучĕ республикăра чылай çул ĕнтĕ Раççейри вăтам шайран пĕчĕкрех.

   2020 ҫулхи кăрлач уйăхĕн 1-мӗшӗ тӗлне «наркомани» диагноз лартнисен кăтартăвĕ республикăра 657 çынпа танлашать. Кунсăр пуҫне 1347 ҫын наркотик хутӑшӗсемпе усӑ курать тесе палăртнă специалистсем. Çак цифрăсем пӗлтӗрхи кăтартусенчен 6,8 процент пĕчĕкрех.

   Пурпĕрех асăннă ыйтăва куҫран вĕҫертме юрамасть, кулленех пурин те сыхă пулмалла. 

   Сӑмах май, 2019 ҫулта республикӑри йĕрке сыхлав тытӑмӗн ӗҫченӗсем 92,2 кг наркотик тупса палăртнă. Йĕрке пăснă 10 тĕслĕхе регистрациленӗ. Çул çитменнисем наркотиксен тыткăнне ытларах лекеççĕ, вĕсемех наркотиксемпе çыхăннă преступленисене ҫине-ҫине тăваççĕ.

   Профилактика сферинчи программӑна пурнӑҫлани  пирки сăмах пуҫарнă май,  Олег Николаев малашнехи ӗҫре тухӑҫлӑ ҫӗнӗ мелсене тупса палӑртма, ӑнӑҫлӑ практикӑпа усӑ курма чӗнсе каланӑ. "Ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ наркăмăшсем пурнăҫа кĕрсе пынине пурте туятпăр. Апла пулсан, малашне тата та ҫирĕпрех мерăсем йышăнса хăвармалла", - тенĕ регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.

   Регион ертӳҫи наркотиксене хирĕҫ кĕрешес тӗлӗшпе палӑртнӑ мероприятисене туллин пурнӑҫлама, йышăннă программăсене тĕплĕн тишкермеллине, кирлӗ пек улшӑнусем кӗртме, асӑннӑ ӗҫсем валли уйӑракан укҫа-тенкĕпе тĕллевлĕн усӑ курмаллине палăртса каланă.

   "Профилактика мероприятийĕсен шайĕнче ачасене тĕрĕс ҫул ҫине тăма пулăшмалла, вӗсене киревсӗр ĕҫ тăвасран сыхламалла, ҫитĕнекен ăрăва ытларах спорт, культура тата ытти тĕрлĕ паха мероприятие явăҫтармалла", - тенĕ ҫавăн пекех Олег Николаев.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика