Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев тата Раҫҫей кластерĕсемпе технопарксен Ассоциацийӗн директорӗ Андрей Шпиленко Чӑваш Енре ҫӗнӗ технопарксем тума май пуррине сӳтсе явнă
14.02.2020Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев тата Раҫҫей кластерĕсемпе технопарксен Ассоциацийӗн директорӗ Андрей Шпиленко Чӑваш Енре ҫӗнӗ технопарксем тума май пуррине сӳтсе явнă

Олег Николаев и директор Ассоциации кластеров и технопарков России Андрей Шпиленко обсудили возможность создания в Чувашии новых технопарков Нарăс уйăхĕн 13-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев Правительство ҫуртӗнче Раҫҫей кластерĕсемпе технопарксен Ассоциацийӗн директорӗпе Андрей Шпиленкăпа тӗлпулу ирттернӗ.

Калаҫӑва Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумĕ -экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Иван Моторин хутшӑннӑ.

Республикӑра промышленноҫ пайĕн ҫӗнӗ технопаркӗсене тӑвассипе ҫыхăннă ыйтусене тарăн пăхса тухнă. Вӗсене промышленноҫ предприятийӗсен базинче йӗркелеме пулать. Ҫавӑн пек предприятисем "Пӗчӗк тата вӑтам бизнес тата уйрӑм предпринимательлӗх пуҫарӑвне пулӑшу парасси" наци проектне пурнӑҫланӑ шайра патшалӑх пулӑшӑвне илме конкурса хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пӗр технопарк валли финанс калӑпӑшӗ 500 млн тенкӗ пулма пултарать.

"Промышленноҫ технопаркӗсем – хатĕр промышленноҫ инфратытӑмӗ, вак тата вӑтам предпринимательлӗхе пулӑшнипе тӑкаксене чакарма палӑртса хунӑ центр", - палӑртнă Андрей Шпиленко.

"Ку ҫул-йĕр регионшӑн питӗ пĕлтерĕшлĕ, кирлӗ", - палӑртнӑ Олег Николаев, тивӗҫлӗ ӗҫе предприятисемпе ҫывӑх вӑхӑтра сӳтсе явассине, патшалăх пулăшăвне илме заявка тăратма ӗлкӗрмеллине асăннă.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика