Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Паян Чăваш Республикинче «МИР» радиостанци официаллă майпа кĕрлесе кайнă
04.02.2019Паян Чăваш Республикинче «МИР» радиостанци официаллă майпа кĕрлесе кайнă

В Чувашской Республике официально стартовало вещание радиостанции «МИР»Нарăс уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикинче «МИР» радиостанци кĕрлесе кайнă. Ăна паян торжествăлла майпа янăраттарнă.  Паллă пулăма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата «МИР» телерадиокомпанийĕн ертӳҫи Радик Батыршин официаллă майпа старт панă.  «МИР» радиона халĕ Шупашкарта та итлеме пулать. Юратнă радиостанци 96.5 FM хум çинче янăраса кайнă.

Михаил Игнатьев ҫĕнĕ радиостанцине уҫни республикăшăн пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. «Регионта пурăнакансемшĕн меллĕ, ӳлĕмрен тата та тепĕр канал ҫинче халăх тĕрлĕ хыпарсене итлесе пĕлме пултарать.  Ҫав тери паха. Обществăлла политика лару-тăрăвне тăнăҫлă аталантарса пыма меллĕ, халăх тĕрĕс хыпарсене вăхăтра пĕлсен, вĕсем яланах кăмăллă», - тенĕ республика Пуҫлăхĕ.

 «Паянхи кун Чăваш Ен историне çырăнать. «Мир» радио пирĕн патăмăрта Шупашкар 550 çул тултарас, Чăваш Автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнĕ май ĕçлесе кайни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Эпир уявсене федераци шайĕнче ирттерĕпĕр, «МИР» радио кун пирки итлекенсене пĕлтерсех тăрĕ. Информаци илме тĕрлĕ çăлкуç пурри яланах лайăх вăл», - шухăша палăртнă Михаил Игнатьев.

Чăваш Республики халăха цифрăллă телекуравпа тивĕҫтерес тĕллевпе сахал мар тăрăшать.  «Раҫҫей малашне те цифровизаци енĕпе ĕҫлеме тĕллев лартать.  Кун пирки Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин ҫирĕппĕн калать.  Ҫĕнĕ шая тухмалли меслет. Экномикăна социаллă тытăма хăватлантарма пулăшакан пысăк вăй. Пирĕн халăхăн сĕнĕвне шута илсе тăрăшса пымалла», - палăртнă Радик Батыршин.  

«МИР» Раҫҫейĕпех паллă, ăна итлекенсен шучĕ ҫулсерен 20 процента ҫити ӳссе пырать. Республикăра кăтарту тата та пысăкрах тесе хушса каланă радио ертӳҫи.  

 Официаллă пай вĕҫленнĕ хыҫҫăн, ертӳҫĕсемпе журналистсем уҫă калаҫу йĕркеленĕ.  

Мир» телерадиокомпанин председателĕ Радик Батыршин пĕлтернĕ тăрăх, асăннă радиона 19 çĕршывра 44 миллион ытла яхăн çын итлесе савăнать. «Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта та ăна кăмăлласа итлекенсен йышĕ пысăк пуласса шанатăп. Çакă Шупашкар хăйĕн çуралнă кунне 550-мĕш хут уявлама хатĕрленнĕ чухне пулни уйрăмах савăнтарать. Радио кăларăмсен тематики çав тери пуян», - палăртнă радио хуҫи.

Сăмах май, «Мир» радиона тăватă патшалăхра — Раççейре, Арменире, Беларуçра тата Кăркăсстанра — итлеççĕ. Вăл çемьери кашни çыннăн кăмăлнех тивĕçтерме пултарĕ. Раççейре ăна 34 миллион çын итлет, кăмăллать. 

Радик Батыршин пĕлтернĕ тăрăх, «МИР» радиона Шупашкарсемпе Çĕнĕ Шупашкарсем кăна мар Çĕрпӳсем те, çак виçĕ хула хушшинчи ялсенче пурăнакансем те тытма пултарĕç. Çапла вара ăна 700 пине яхăн çын итлĕ.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика