Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Астăвăмпа хурлану кунĕнче Чăваш Ен Ертӳҫи Михаил Игнатьев Ĕмĕрлĕх вут-ҫулăмĕ умне чечек кăшăлне хунă
24.06.2019Астăвăмпа хурлану кунĕнче Чăваш Ен Ертӳҫи Михаил Игнатьев Ĕмĕрлĕх вут-ҫулăмĕ умне чечек кăшăлне хунă

В День памяти и скорби Глава Чувашской Республики Михаил Игнатьев возложил венок к Вечному огнюТăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă куна палăртса,  Шупашкарта пурăнакансемпе хула хăнисем çулленех «Çĕнтерӳ» мемориал комплексне пухăнаççĕ: çапăçу хирĕнче пуç хунă ентешсене Астăвăмпа хурлану кунĕнче аса илеҫҫĕ, вĕсемпе мăнаçланнине, паттăрлăхĕ пархатарлă ывăл-хĕрĕн, мăнукĕсен чĕринче манăçманнине çирĕплетеççĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Çĕнтерӳ» мемориал комплексĕ умĕнчи Ĕмĕрлĕх вут-ҫулăмĕ умне чечексем хунă.

Мероприятине палăртнă кун Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем,    федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин,  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев, регионти ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсен ертӳҫисем, вырăнти хăйтытăмлăх, политикăпа общество организацийĕсен яваплă çыннисем, Шупашкар хулин ертӳлĕхĕ, вăрçă тата тыл ветеранĕсем, çар хирĕçтăрăвĕнче пулнисем хутшăннă, паттăрсене асра тытса пĕр минут шăплăха тытнă. Пурте Мухтав монуменчĕ, Афган вăрçинче, Çурçĕр Кавказри тытăçусенче пуç хунисен ячĕпе çĕкленĕ палăк умне чечек кăшăлĕ хунă.

Хурлану пайĕ вĕҫленнĕ хыҫҫăн, республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  журналистсемпе тĕл пулнă, вĕсен ыйтăвĕсем ҫине хурав панă. Паттăрсене асăнса чыс туни, яланах пархатарлă тивĕҫ пулнине каланă вăл. Ҫитĕнекен ăрăвăн та кун пирки ĕмĕрех асра тытмаллине палăртнă Ертӳҫĕ.

Асăннă куна палăртса республикăри мĕнпур районсемпе хуласенче хурлану мероприятийĕсем иртнĕ.

Чăваш Ен халăхĕ Ҫĕнтерӳшĕн пысăк тӳпе хывнă. Тăван ҫĕршыва хӳтĕлеме пирĕн регионтан 208 пин ҫын вăрҫă хирне тухса кайнă. Вĕсенчен 106 пин ытла салтак каялла тăван кĕтесе таврăнайман.   «Çамрăк ăрăвăн Аслă Çĕнтерӳ мĕнле туптаннине пĕлмелле, Тăван çĕршыва юратмалла тата мирлĕ пурнăçа хакламалла. Пирĕн аттесемпе асаттесем ҫĕршыва сыхласа хăварассишĕн сахал мар тăрăшнă, эпир яланах вĕсене асра тытатпăр», –  çапларах каланă регион Ертӳҫи.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика