Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри журналистсемпе уҫă калаҫу ирттернĕ
14.11.2019Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри журналистсемпе уҫă калаҫу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев встретился с представителями средств массовой информации республикиЧӳк уйăхĕн  14-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри журналистсемпе уҫă калаҫу ирттернĕ.  Регион Пуҫлăхĕпе ирттернĕ тĕлпулăва пурĕ массăллă информаци хатĕрĕсенче тимлекен  35 ҫын хутшăнма кăмăл тунă.  

Михаил Игнатьев мероприятине пухăннисене республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕ пирки каласа кăтартнă, 2019 ҫулăн 10 уйăхри ĕҫ кăтартăвĕсемпе паллаштарнă.   Тĕп кăтартусем ҫапла: промышленноҫ производствин индексĕ 104,8 процента ҫитнĕ.  Ял хуҫалăх таварĕсене тирпейлесе кăларассипе те ҫитĕнӳсем пысăк, суту-илӳ ҫаврăнăшĕ 104 процента хăпарнă.  Ҫурт-йĕр хута ярассипе те кăтартусем лайăх, 107 процентпа танлашаҫҫĕ.  «Пирĕн ĕҫсем пĕтĕмпех халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне ӳстерессипе ҫыхăннă.  Чăвашстат цифрисене эсир куратăр.  Пуласлăхра та чылай пысăк ӳсĕмсем пуласси куҫкĕретех», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Чи актуаллă ыйтусенчен пĕри – паянхи пурнăҫ таппинче – Чăвашкредитпромбанкăн шăпи. Шăпах та, ку енĕпе ыйтусем самай тухса тăраҫҫĕ халăхăн.   Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев банк хыпарĕсем пирки кĕскен ăнлантарса панă.  Ыйту пĕлтерĕшлĕ, апла пулсан пурин те пĕрне-пĕри килĕшсе ăнланса пыма тăрăшмалла. Вăл банкра малалла вӑхӑтлӑх администраци ӗҫлӗ. Страховани йӗркипе килӗшӳллӗн уйрӑм ҫынсен вклачӗсене 1,4 млн тенкӗ таран ҫывӑх кунсенчех тавӑрса пама пуҫлӗҫ. Юридици тытӑмӗсен конкурс производстви вӗҫленессе кӗтме тивет тенĕ вăл.  Сăмах май, 2019 ҫулта чӳк уйăхĕн 15-мĕшĕнче «Ухсай» Культура керменĕнче 13.00 сехетре уҫă калаҫу пулассине хыпарланă Пуҫлăх.  Халăх унта пырса хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем ҫине хурав илме пултарать.  

Калаҫу вăхăтĕнче журналистсем медицина ĕҫченĕсем пирки те сăмах пуҫарнă.  Паянхи куна медицина учрежденийĕсене пурĕ 76,1 процент врачсемпе тивĕҫтернине асăннă Ертӳҫĕ.   Чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне  сиплев учрежденийĕсенче 385 ҫын ҫитмест.  Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви ҫамрăк специалистсене ĕҫе явăҫтарас тесе тĕллевлĕ вĕрентсе кăларассипе те ятарлă ĕҫ хучĕсене йышăнса пырать.  Паянхи куна илес пулсан 70 студент ытла аслă шкулсенче тĕллевлĕ вĕренсе тухать.

Вулавăшсене оптимизацилес пирки сăмах пуҫарнă май, республика Пуҫлăхĕ ку ыйтăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче, чӳк уйăхĕн 13-мĕшĕнче сӳтсе явнине асăннă.

Эпир кĕнеке вулама юратакан регион шутĕнче тăратпăр-ҫке-ха.   Кун пирки Чăваш Республикин Финанс министерствине, Культура, Спорт министерствисене, вырăнти влаҫпа пĕрле ыйтусене тарăн пăхса тухса тишкерме хушу патăм тенĕ вăл. Халăхăн сĕнĕвне ытларах шута илме сĕнтĕм тенĕ сăмаха ҫавăрса.  Вариантсем тупма хушрăм.  Хула влаҫĕн министерствăсемпе пĕрле тачă ҫыхăнса ĕҫлемелле.  Эпир республика шайĕнче ялсенче те хуласенче те библиотекăсене тирпейлĕ тытса тăма укҫа-тенкĕ яланах уйăрса пыратпăр тенĕ регион Пуҫлăхĕ.   Вăл учрежденийĕсен пурлăхпа-техника базине пуянлататпăр, ҫулсерен бюджетран укҫа уйăрса вĕсенче компьютерсем илсе пама тăрăшатпăр, вăл ҫуртсене ҫамрăксемпе ваттисен те кулленех ҫӳремелле, вĕсем валли условисем туса пама тăрăшатпăр тесе каланă вăл.  Сăлтавне те тупнă хула администрацийĕ.  Ҫитес ҫул валли хула бюджетĕнче укҫа ҫителĕксĕр теҫҫĕ.   Тĕрлĕ вариантсене пăхса тухмалла, тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăвармалла тесе тепĕр хут каланă регион Пуҫлăхĕ.   

«Пирĕн библиотекăсене хупма пачах та тĕллев ҫук. Вулакансем яланах пулнă, вĕсене валли пирĕн хăтлă условисем йĕркелесе памалла», - тесе тепĕр хут каласа хăварнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.  Журналистсене ытти ыйтусем те сахал мар канăҫсĕрлетнĕ. Ҫĕнĕ Шупашкар хулинчи обществăлла вырăнсенчи чарăну пайĕсем, Ҫĕрӳ районĕнчи ҫӳп-ҫап пухмалли полигон тата ытти те.

Икĕ сехет хушшинче пĕтĕмпе 20 ыйту ытла регион Пуҫлăхне журналистсем панă. Кашни ыйту ҫине тивĕҫлĕ хурав илнĕ массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕҫлекенсем.  

Тĕплĕнрех

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика