Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗпе "Открытия" банк пӗр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли документа алӑ пусса ҫирĕплетнĕ
10.11.2020Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗпе "Открытия" банк пӗр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли документа алӑ пусса ҫирĕплетнĕ

Кабинет Министров Чувашии и банк «Открытие» подписали соглашение о сотрудничествеПаян, чӳк уйăхĕн 10-мшĕнче  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев  «Финансовая Корпорация Открытие» ПАО Банк управлени департаменчĕн директорĕпе, вице–президенчĕпе  Антон Анищенкопа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Икĕ ен уҫă калаҫу вăхăтĕнче пĕр-пĕрин хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарасси пирки сӳтсе явнă, инвестициллĕ проектсене пурнăҫа кĕртессипе палăртнă ыйтусене пăхса тухнă.  Вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне витĕм кӳме май паракан условисем пирки канашланă,  Чăваш Республикин патшалăх программисене пурнăҫа кĕртессипе йышăннă мероприятисем ҫинчен те калаҫнă.  Регион инфратытăмне аталантарас, пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх, тавралăха тирпей-илем кĕртес ыйтусем те кун йĕркинчех тăнă ертӳҫĕсен.

Уҫă калаҫу хыҫҫăн, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата  «Финансовая Корпорация Открытие» банк пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ.  

«Чăваш Республики финанс енĕпе ĕҫлекен пысăк предприятисемпе ĕҫлеме хатĕр.  «Открытие»  банк пысăк финанс институчĕсенчен пĕри теме юрать.  Регион уҫă кун евĕр институтсемпе ĕҫлеме», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.

Журналистсемпе калаҫнă май, республика Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче инвестициллĕ проектсене пурнăҫа кĕртме, регионăн 2020-2025 ҫулсем валли палăртса хунă Комплекслă программине ҫак тытăма явăҫтарма шут тытнине пĕлтернĕ.  Вĕсем халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатассипе ҫыхăннă, бизнеса вăй илтерме витĕм кӳресси те куҫкĕретех пулĕ тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе.   

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика