Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чӑваш Енре 17 000 ытла вӗренекен ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче парта хушшине пӗрремӗш хут ларӗ
10.02.2020Чӑваш Енре 17 000 ытла вӗренекен ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче парта хушшине пӗрремӗш хут ларӗ

Кашни эрнере пулакан планеркӑра паян Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаева Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Сергей Кудряшов ачасене пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисене вӗренме илме электронлӑ заявленисем йышӑнас ӗҫ мӗнлерех йӗркеленсе пыни ҫинчен пӗлтернĕ.

Малтанхи кӑтартусем тӑрӑх, 2020 ҫулта республикӑра пӗрремӗш хут парта хушшине 17 000 ытла вӗренекен ларĕ, ҫав шутра Шупашкарта – 7700 ытла ача.

Документсене мӗнпур муниципалитетра, е "Интернет" сетьри общество порталӗ урлӑ, е тата шкулсенче оператор урлӑ йышăнаҫҫĕ.

Республикӑри мӗнпур муниципалитетра заявленисене территорисене шута илсе ҫĕртме уйăхĕн 30-мӗшӗччен йышӑнӗҫ, утă уйăхĕн 1-мӗшӗнчен вара - пушӑ вырӑнсем валли документсене территорисене шута илмесӗр йышăнма тытăнĕҫ.

Шупашкарти хӑш-пӗр шкул умӗнче ҫивӗч тӑракан йывӑрлӑхсенчен пӗри - заявкӑсен йышӗ вӗренӳ заведенийӗнчи вырӑнсенчен те пысӑкрах пулни. Заяв-кӑсен шучӗ хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ суя прописка кӑтартса хӑйсен ачисене вӑл е ку вӗренӳ заведенине ҫырӑнтарнӑран ӳсет.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан асӑннӑ ыйтӑва тивӗҫлӗ органсене асӑрхаса тӑма ыйтнă. "Ҫынсем суя пропискӑсемпе усӑ курса вӗренӳ заведенийӗсенчи вырӑнсене йышӑнакан схемăсене тĕрĕслесе тӑрассине вӑйлатмалла. Ҫав микрорайонсенче чӑнласах нумай ҫул пурӑнакан ҫынсен прависене хӗстерекен лару-тӑру пулмалла мар", - тенӗ Олег Николаев.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика