Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Строительсен кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă лару-тăрăва хутшăннă
10.08.2017Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Строительсен кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă лару-тăрăва хутшăннă

 


Çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Строительсен кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă лару-тăрăва хутшăннă.  Торжествăлла уява Чăваш патшалăх филармонийĕнче йĕркеленĕ.

 Мероприяти пуçланиччен, чи малтан Михаил Игнатьев тĕрлĕ куравсемпе паллашнă, строительство пайĕнчи ĕç кăтартăвĕсене тишкернĕ.  Çула май, регион Ертӳçи  строительствăра вăй хуракансемпе тĕл пулса калаçнă.

 «Чăваш Енри строительсем пысăк профессионалсем! Чăн-чăн ĕç ăстисем», - тенĕ Михаил Игнатьев. «Сирĕн ӗçӗре пула ҫынсен пурнăç пахалăхĕ ӳсет, ял-хула инфратытăмӗ лайăхланать: пурăнмалли хăтлă ҫуртсем ҫӗкленеҫҫӗ, ку чухнехи вӗренӳпе медицина учрежденийĕсен, культурăпа спорт объекчĕсен çурчĕсем ӳссе лараҫҫĕ, общество хутлăхӗсем илемленсе хăтлăланаҫҫӗ. Пĕр сăмахпа каласан, халăхăн пурнăç условийĕн шайĕ сире пула та лайăхланса пырать», - тенĕ регион Ертӳçи хăйĕн сăмахне уявра малалла тăснă май.   Республика Пуçлăхĕ сăмаха май, çынсен кăмăлĕ хăпарса пынине, вĕсем паян хăтлă хваттер кăна шырамаççĕ туянма, тавралăхра та чаплă инфратытăм пултăр тесе суйлаççĕ тенĕ.  

Регион Ертӳçи докладра Чăваш Ен Правительстви строительство пайĕ лайăх аталанса пытăр тесе сахал мар условисем йĕркелесе панине асăнса хăварнă. Инвестици проекчĕсене явăçтарни, патшалăх программисемпе анлăн усă курни – çаксем пĕтĕмпех, строительство тытăмне кирлĕ пек шайра ӳссе пыма пулăшнине палăртнă.  Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пысăк витĕм кӳнĕ ветерансене, çамрăксене паха ĕç опычĕ парнелесе хăваракансене Михаил Игнатьев чĕререн тухакан тав сăмахĕсем каланă.  Строительствăра тăрăшакансене пултаруллă ĕçшĕн, професси ăсталăхĕшĕн, суйласа илнĕ ĕçе чунтан парăнса яваплăха туйса пурнăçласа пынăшăн ырланă. Пурне те ырлăх-сывлăх, ăнăçусем тата юрату суннă. 

Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов  паянхи пурнăç таппинче пĕтĕмпе регионта  строительствăра 24 пин çын  ĕçленине каланă. «Сире, çĕршер пин тăваткал метршар çурт-йĕр хăпартса лартнăшăн, вуншар ытла социаллă проектсем пурнăçа кĕртсе пынăшăн пысăк тав», - тенĕ министр.  Уйрăмах министр,  пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен  çынсене куçарса, хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерес программăпа ăнăçлă ĕçлесе пынисене ырласа хăварнă.  Нумай хваттерлĕ çуртсем регионта кулленех хута кайнăшăн строительсене ырăпа асăннă.

Владимир Михайлов Чăваш Ен Правительстви йĕркелесе пыракан ĕçсем пирки чарăнса тăнă.

Республикăра пурăнмалли çурт-йĕрсем çавăрма çĕр лаптăкĕсем çителĕклĕ пулнине, çитес вунă çула та тивĕçтернине палăртнă.

Çак паллă кун  уява пухăннисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Альбина Егорова, Шупашкар хула пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Николай Владимиров, Чăваш Енри строительсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Энвер Аблякимов, РФ тава тивĕçлĕ архитекторĕ, «Чувашгражданпроект»  АО генеральнăй директорĕ Владимир Филатов саламланă. Яланхиллех, хисепе тивĕçнисене, пысăк çитĕнӳсемпе палăрнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.   

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика