Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Републикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ
12.09.2018Чăваш Републикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ

Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ. Ларăва пухăннисем, ĕҫе Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков вăхăтсăр пурнăҫран уйрăлса кайнине палăртса пĕр минутлăха шăплăха тытнинчен пуҫланă.  Республика Пуҫлăхĕ тарăн хурланни ҫинчен пĕлтернĕ. «Сергей Сильвестрович яваплăха туйса, таса чунпа яланах хăйне шанса панă ĕҫе пурнăҫланă.  Вăл кулленех спорт аталанса пытăр тесе тăрăшнă. Пирĕншĕн ҫав тери пысăк ҫухату сарăмсăр вилни. Пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ пулин те, эпир яланах ăна асра тытăпăр», – тенĕ вăл.

Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене тишкерме пуҫличчен, регион Пуҫлăхĕ 2019 ҫулта федераци центрĕнчен субсиди мелĕпе спорта аталантарса пыма 769 млн 796 пин тенкĕ куҫассине ырă хыпара пĕлтернĕ. Республикăна туризма аталантарса вăй илтерме пулăшу парасси паллă, 500 млн куҫармаллине федераци агенствинче авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче пăхса тухма плана кĕртнине каланă. «Пирĕн тĕллев – ĕҫ хучĕсене вăхăтра хатĕрлесе тăратасси. Халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне ӳстерсе пыма кирлĕ пек инфратытăма аталантарасси», – палăртнă Пуҫлăх.

Ҫĕршыв Президенчĕ Владимир Путин экономика форумĕнче Раҫҫей тата Китай хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарасси тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăнине палăртса каланă тепĕр хут республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Енĕн хăйне евĕр килĕшсе ĕҫлемелли проектсем хатĕррине пĕлтернĕ, вĕсем кăсăклă тесе хыпарланă.  «2019–2035-мĕш ҫулсенче ҫĕрсемпе пурлăх хутшăнăвĕсене аталантарасси» патшалăх программине ларура ҫирĕплетсе хăварнă. Тĕп тĕллев – Чăваш Республикин куҫман пурлăхĕсемпе тухăҫлă усă курасси.   

Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Игорь Михайлов документ патшалăхăн пурлăхĕсемпе тĕллевлĕн усă курма хистенине каланă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫĕрсемпе ҫыхăннă саккунсене ҫирĕп пăхăнса тĕрĕслевсем йĕркелесе пымаллине чĕнсе каланă ятарлă служба ĕҫченĕсене. Ял хуҫалăх валли уйăрнă усă курăнмасăр выртакан ҫĕр лаптăкĕсене пĕтĕмпех шута илмелле, вĕсене пусă ҫаврăнăшне кĕртмелле, тĕллевлĕн усă курмалла тесе асăрхаттарнă.  

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин кулленех патшалăх тата муниципалитетăн куҫман пурлăхĕсене сутнă чухне ĕҫ хучĕсене электронлă майпа йĕркелеме хушать. Кун пек чухне ĕҫ тухăҫлăхĕ ӳсессе, коррупци те пулманнине калать.   

Патшалăх пурлăхне сутнă чухне пасар хакне тĕпе илме калать Михаил Игнатьев.  Куҫман пурлăхсен хакĕсем питĕ пĕчĕкленсе кайсан, усси сахалрах пулĕ, бюджет тулмасть тесе сăмаха малалла тăснă.  

Муркаш районĕ курав лапамне пысăклатма 0,3 га ҫĕр лаптăкне производство ҫине куҫарма ыйтупа тухнă. Михаил Игнатьев Муркашри «Сеспель» Шупашкарти предприятийĕ» АХО ҫĕнĕ производствин пĕтĕмпех тĕнче стандарчĕсемпе килĕшсе тăмаллине, ҫавăнпа та мĕн чухлĕ кирлĕ вĕсене, ҫавăн чухлĕ тивĕҫтерме сĕннĕ вăл.  Федераци ҫулĕ ҫывăхĕнчи предприятийĕн таварĕсем ҫителĕклĕ вырăнта тирпейленсе тăмаллине чĕнсе каланă сăмаха пĕтĕмлетнĕ май.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика